Уяв ячӗпе!
Хаклӑ та юратнӑ хӗрарӑмсем!
Сире Мартăн 8-мӗшӗпе — ачашлӑх, юрату, ырлӑхпа ҫуркунне уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Хӗрарӑм хӑй те нумай енчен — хӑйӗн сапăрлăхӗпе, илемӗпе, туйӑмлӑхӗпе, савӑнӑҫ туйӑмӗсен пуянлӑхӗпе ҫуркунне евӗрлӗ. Эсир тӗнчене юратупа, чун ӑшшипе туллилентеретӗр, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантаратӑр.
Хӗрарӑм пуласси — аслӑ мисси. Шăпах ырӑлӑхпа хӗрхенӳлӗхре пӗтӗм этемлӗхӗн чӑн ăс-хакăлӗ уҫӑлать. Хӗрарӑм ӗлӗк-ӗлӗкрен ҫемьене пӗрлӗхлӗ тăвакан, мăшăрне, ачисене те ачашлӑхпа ӑшӑ туйӑм парнелекен, пулас ҫынна пӑхса ӳстерекен сӑпайлăхăн, тӳсӗмлӗхӗн, ҫирӗплӗхӗн тӗслӗхӗ, пурнӑҫ тыткăччи пулнӑ. Вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек юлать.
Паян пурнӑҫра хӗрарӑм ӗҫлемен пӗр ӗç те ҫук, мӗншӗн тесен профессисене асамлӑ кулӑсӑр, тӑрӑшуллӑ алӑсӑр, тимлӗ хӗрарӑм чӗрисӗр пуçне куç умне кăларса тăратма та май çук.
Юратнӑ хӗрарӑмсем! Ҫак уяв кунӗ эсир мухтавлӑ та ӑшӑ сӑмахсем нумай илтӗр, вӗсенчен пӗри те ытлашши ӳстерсе калани пулмӗ.
Сирӗн килӗрсенче яланах тӑнӑҫлӑх, юрату тата ырăлӑх хуçалантăр, сирӗн пурнӑҫăр вара сирӗншӗн тӑрӑшнипе, сире хисепленипе ӑшӑнтӑр. Сире чун-чӗре лӑпкӑлӑхӗпе телей сунатӑп! Ҫӗнӗ ҫуркунне савăнăçпа, сирӗн ӗмӗтӗрсене пурнӑҫлама сире ӑнӑҫу илсе килтӗр.
Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев