Хăйне евӗрлӗхӗсемпе тулли Чăнлă Сабантуйӗ
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче иртнӗ Сабантуй уявӗ кунта ӗҫчен, хастар, пултаруллă ҫынсем пурӑннине тепӗр хут кӑтартрӗ
Республикăра çеç мар, Раççей шайӗнче хăйне палăртма пултарнă «Цильна» хуҫалӑхăн ертӳҫи Барис Гафуров уяв пурне те хавхалану патăрччӗ, вăл тепӗр ҫулчченех асра юлмалăх пултăр, терӗ. Уяв вара, чӑннипе те, асра юлмалăх пулчӗ.
Районти хуҫалӑхсем хушшинче нумай ҫулсем хушши малта пыракан, паянхи кунчченех ура çинче çирӗп тăракан Кӗçӗн Чăнлă ялӗ çавăнта пурăнакансемпе, кунӗн-çӗрӗн тăрăшса ӗçлекен хӑйӗн ӗҫченӗсемпе мăнаçланать. Сабантуй уявӗнче Барис Гафуров уй-хирте, фермӑра ӗҫлекенсене пурне те тав турӗ, пысӑк парнесем пачӗ.
— Хуҫалӑхра чӑннипе те ӗҫчен ҫынсем çеç юлнӑ, тесе калама пулать. Ку чухнехи хăтлăхсем, çӗнӗ условисем, ял хуҫалӑх отрасльне те улшăнусем кӗртеççӗ. Фермӑсем, хире тухакан комбайнсем, пӗтӗм техника ку чухнехилле оборудованиленнӗ. Ялта та, хулара та «питӗ лайӑх» пурӑнма пулать, — терӗ малта пыракан хуҫалӑх ертӳҫи.
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче кӑҫалхи Сабантуй хăйне евӗрлӗхсемпе тулли пулчӗ. Уяв представленийӗ пуҫланас умӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата хуҫалӑх ертӳҫи Барис Гафуров çӗршывра тăнăçлăх пултăр, тесе шурă кӑвакарчӑнсен ушкӑнне тӳпенелле вӗçтерчӗç.
Район пуҫлӑхӗ, хӑйӗн ырă сунăмӗсене пӗлтерсе, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн ӗлӗк-ӗлӗкрен куçса пыракан йӑли-йӗркисем, ҫирӗплетнӗ ӗҫ меслечӗсем пулнине палӑртрӗ. Вăл малашне те лайăх ӗçсемпе, ырă-сывă пурăнма сунчӗ.
Саламлă сăмахсемпе тухса калаçнă, парнесем панă хыççăн Сабантуйра вӑйӑсем пуҫланчӗç. Хусан хулинчен килнӗ эстрада артисчӗсем Иркэ тата «Бэйрэм» ансамбльсем хăйсен юрри-кӗввисемпе вăйăсенче хутшăнакансене вăй-хăват парса тăчӗç.
Хăшӗ ҫак вӑхӑтра чӳлмексем ҫӗмӗрчӗ, хăшӗ кӗвентепе шыв йăтрӗ, теприсем михӗ тăхăнса чупрӗç, пӗр сӑмахпа каласан, пур ӗçре те хăйсен пултарулăхӗсене кăтартма пултарнă Кӗçӗн Чăнлă ялӗн çыннисем вӑйӑсенче те хастар пулчӗç. Кунта кашниех хӑйне майлӑ канчӗ, кăмăлӗсене çӗклентерчӗ.
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн чапӗ таврана вӑйлӑ кӗрешӳçисем пулнипе те сарӑлнӑ. Кӑҫал кунта район историйӗнче пӗрремӗш хут хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ иртрӗ.
Хутшӑнакансем хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартма пултарчӗҫ. Хӗрӳ ӑмӑртусем хыҫҫӑн, Илюзя Заляловапа Азалия Фатхуллова пӗр тикӗс кӗрешни палăрчӗ, сӑмах панӑ 50 пин тенкӗ укçан парнене та вӗсене икӗ пая уйăрса пачӗç. Барис Аппаувич хӗрарӑмсен хушшинчи ăмăрту тепӗр ҫул та иртесси тата призăн виҫи 100 пин тенкӗпе танлашасси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Кӗçӗн Чăнлăра ҫуралса ӳснӗ Алмаз Зяббаров абсолютлă паттăр пулса тӑчӗ.
Нумай çул хушши паттăр кӗрешӳçӗсем хатӗрленӗ, ӳстернӗ тренер Радик Низамов та парнесене тивӗçлӗ пулчӗ.
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче халăх кашни ҫул Сабантуй кунӗнче ҫумӑр ҫунине те аса илчӗ. Кăçал та уйрӑмлăх пулмарӗ. Тахҫантанпа кӗтнӗ ҫумӑр тырпул ăнса пултăрччӗ, тенӗ пек, уяв умӗн те, уяв вăхăтӗнче те çуса иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев