Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хаçата çырăнса илме васкар!

Тавра пӗлӳçӗсен ӗçне хастар хутшăнакансене И.Я.Яковлев портретне ӳкернӗ Хисеп хучӗсене парса чысларăмăр.

Çак çулсем хушшинче хаçатра ӗçлекенсем тăван культурăна тата аваллăха тӗпчес ӗçре çав тери пысăк ӗç тунă. Хаçатра тавра пӗлӳçӗ кӗтесӗ рубрикăпа тăтăшах статьясем пичетленсе тухнă, вырăнти хыпарсене пӗлтерсе тăнă. Вулакансем умне вăхăтра çитернӗ. Атте-анне чӗлхипе вулама, çырма, юрлама пӗлмесен, чăваш нацийӗ пӗтсе лармах пултарать-çке! Веçех вырăсланса каяс марччӗ! Хăш- пӗр амăшӗсем хăйсен ачисене вырăсла вӗрентесшӗн, чăвашла калаçма хушмаççӗ. Хăйсем вара лайăх вырăсла калаçма пӗлмеççӗ. Çакă чуна кӳрентерет. Вырăсла калаçма пӗлместӗн пулсан чăвашла калаç. Чăваш чӗлхине вӗренме тăрăшмалла, чăвашла вуламалла, вырăс чӗлхипе пин-пинӗпе хаçатсемпе журналсем, кӗнекесем кăлараççӗ. Чăвашсем çинчен Çӗпрел тăрăхӗнче пӗртен-пӗр хаçат çеç тухать. Ăна кашни çын патне çитерме тăрăшмалла, çырăнса илмелле. Чăваш чӗлхине пӗлни вырăсла тата лайăхрах вӗренме çеç пулăшӗ.

Халӗ чăвашсем валли Раççейри тӗрлӗ республикăсемпе облаçсенче хаçатсем тухса тăраççӗ. Эпӗ хам çырма юратнипе тӗрлӗ хаçатсене куçпа курнă, унта мӗн çырнисене вуланă. Çӗпрелӗн район хаçатӗнче вара вуласа пӗлмелли çав тери нумай. Полиграфи валли ятарласа çырнă статьясем ярса парса тăтăм. Нумайăшӗ пичетленсе тухрӗç. Вулакансем вӗсене ăшă туйăмпа йышăнчӗç.

Хаçачӗн макечӗ те, содержанийӗ те паянхи куна тивӗçтерет. Маларах каларăм ӗнтӗ, хаçат культурăна малалла аталантарма пулăшать, чăвашсене пӗр вырăна пуçтарса , пӗрле килӗштерсе пысăк ӗçсем тума хистет. Хаçат культурăна çӳлӗ шая çитересшӗн тата И.Я. Яковлев ӗçӗ-хӗлне малалла тăсма пултарнăшăн чун-чӗререн хӗпӗртетӗп. Малашне те Çӗпрел çӗрӗ çинче чăвашлăха сыхласа хăварас тата аталантарас ӗçре ăнăçлă ӗçлесе пырса пысăк çитӗнӳсем тума сӗнетӗп.

«Тăван ен» хаçат малашне те çирӗп утăмпа утасса, Çӗпрел тăрăхӗнчи чăвашсен чи юратнă хаçачӗ пуласса çирӗп шанатăп.

Тавра пӗлӳçӗсен ӗçне хастар хутшăнакансене И.Я.Яковлев портретне ӳкернӗ Хисеп хучӗсене парса чысларăмăр.

Николай Казаков.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев