Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вырӑс чӗлхипе экзамен

«Ашшӗ-амӑшӗн ППЭ памалли пӗрлехи кун» акцие 2017 ҫултанпа ирттереҫҫӗ

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкуӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ашшӗ-амӑшӗн ППЭ памалли пӗрлехи кун» акцие 15 ҫынна яхӑн, ҫав шутра районти вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов та хутшӑнчӗ.

Мероприяти шайӗнче 2022-2023 ҫулсенче шкултан вӗренсе тухакансен ачасен ашшӗ-амӑшӗсем вырӑс чӗлхипе экзамен парса пӑхрӗç. Вӗсем пур процедурӑсемпе те: регистраци, металлорамкӑсем урлă иртес, экзамен тытас умӗнхи тӗрӗслев, бланксене тултарас ӗçпе паллашрӗҫ.  Районти çутӗç пайӗн методисчӗ Фания Низамова хутшăнакансем экзаменсене мӗнле йӗркелени, вӗсен материалӗсене мӗнле валеçни тата вӗсене мӗнле ӗçе кӗртни ҫинчен каласа пачӗ.

Ашшӗ-амӑшӗсене ППЭ заданийӗсене пурнӑҫлама 1 сехет уйӑрса пачӗç.

– «Ашшӗ-амӑшӗн ППЭ памалли пӗрлехи кун» – вăл ҫулсерен, çутӗçпе наука сферине тӗрӗслекен федераллӑ службăпа çутӗç министерстви ирттерекен Пӗтӗм Раççейри акци. Пӗрремӗш хут «Ашшӗ-амӑшӗн ППЭ памалли пӗрлехи кун» акцие 2017 ҫулта ирттернӗччӗ. Акцин тӗллевӗ – шкул пӗтерекенсен ашшӗ-амӑшӗсене Пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене парассин процедурине кăтартасси. Пурнӑҫра сăнавсем питӗ нумай, Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсем çавсен пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. 11 ҫул хушшинче вӗренекен хатӗрленсе лайӑх вӗреннӗ пулсан, вӑл, ним шиксӗр, экзамен тытатех. Хӑрамалла мар, хӑвна ху шанмалла. Ашшӗ-амăшӗсен хӑйсен ачисемпе пӗр шухӑшлӑ пулни те питӗ паха, – тет Ильсур Халитов.

Гузель Миначетдинова:

– Хӗрӗм кӑҫал 11 класс пӗтерет. Манӑн та экзамен парас кӑмӑлӑм пулни те, хамӑн хӗрӗм мӗн тӳссе ирттерессине тӗрӗслесе пӑхас тӗллевпе пулчӗ. Илнӗ витӗме пӗр тӗрлӗ кăна хаклама ҫук, мӗншӗн тесен эпир хамӑр ачасем пекех хумханмастпăр. Ачасем вара ҫав тери хумханаççӗ, пăшăрханаççӗ, çавăнпа та вӗсене экзамен пама йывăртарах, тесе шутлатăп. Пӗлӗвӗсем пулсан, пурте лайӑх пулатех. Хама та малтанхи 5-10 минут хушшинче шухăшăма пухса, заданисене пуҫӑнма питӗ йывӑр пулчӗ. Хӗрӗме, унпа пӗрле вӗренекенсене, пӗтӗмлетсе каласан, кӑҫал вӗренсе тухакансене ăнăçусем сунатӑп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев