Реклама
Тӗп хыпар
Вунвиҫҫӗмӗш хут
Мучелейре «Мучелей вулавӗсем» текен наукӑпа практика тӗн-конференцийӗ иртрӗ
Вӗренӳсене паллă тутар драматургӗ Туфан Миннуллин пуçласа янăччӗ. Тӗне, нацие тата культурăна аталантарас тӗслӗхсене кăтартасси пулнă май, Мучелей вӗрентӗвӗсен пӗлтерӗшӗ çултан-çул ӳсет, масштабӗ те сарăлать. Халӗ вӑл регион шайӗнче иртет тата кӑҫалхине Чăваш Енри, Ульяновск облаҫӗнчен, Мордовирен те тӗн представителӗсем, хăнасем килчӗç.
Кӑҫалхи «Мучелей вулавӗсем» «Çамрăк ӑрӑва тӗн енӗпе воспитани панă çӗрте наци йӑли-йӗркисемпе усӑ курни» темӑна халалланӑччӗ. Уяв пуҫламӑшӗнчех районти мечӗтсем ҫумӗнчи медрессесенче пӗлӳ илекен тата арçын ачассемпе хӗрсемшӗн конкурс йӗркелерӗç. Вӗсем хӑйсен тӗн пӗлӗвне паллӑ журналист Марсель Ахмадуллин ертсе пынипе, тӗрлӗ интерактивлă вӑйӑсем, конкурссем урлӑ ҫирӗплетсе пачӗç. Ҫӗнтерӳҫӗсене ятарлӑ парнесем пачӗç.
Вӗренӗвӗн тӗп пайӗ Тутарстанӑн тӗп кадийӗ Джалиль хазрат Фазлыев пилӗпе пуҫланса кайрӗ. Вăл хăйӗн тухса каланинче паянхи кун ҫемьере ачасене воспитани парас ыйту ҫинчен, арҫынсемпе хӗрарӑмсем тӗн пухӑвӗсенче, ытти тӗрлӗ мероприятисенче мӗнле тумланмалли ҫинчен калаçрӗ.
– Çынра тӑватӑ пахалăх пулма тивӗçлӗ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗ – ӑс, иккӗмӗшӗ – тӗн, виҫҫӗмӗшӗ – чыс, тӑваттӑмӗшӗ – ырӑ ӗҫсем. Ҫавӑнпа та кашниех хӑйӗн хыççăн лайӑх, воспитани илнӗ ачасем хӑварма тивӗçлӗ. Ҫамрӑксен воспитанийӗнче вӗсен айӑпӗ ҫук, ку тӗслӗхре аслисем айӑплӑ. Халӗ ача ҫуралсанах ан йӗтӗр тесе аллине телефон тыттараççӗ. Вӑл калаҫма пӗлмест, телефон çине пускаласа, тем те курма пӗлет.
Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачин чун-чӗрин сыхлавçи пулмалла. Ачан чунне мӗн начарлать, мӗн лайăхлатать, çаксене вӗрентесси – ашшӗ-амӑшӗн тӗп тӗллевӗ. Эпир хамӑр хыҫҫӑн лайăх воспитани илнӗ ӑру хӑварайсан, çакăн пек чухне тин пирӗн малашлăх пулӗ. Пирӗн ӗçӗмӗр-тӗллевӗмӗр ӗненекен, ӗҫчен, ӑслă, халăхăмăрăн иртнине, историне пӗлекен, йӑли-йӗркисене малалла тăсакан тата сыхлакан, обществӑшӑн усӑллӑ, интеллигентлӑ, нумай вӗреннӗ, пысăк нравственность пахалăхӗ пулнă ăру ӳстересси. Паянхи мероприяти те ҫак ыйтусене шута илет тата хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе пысӑк шайра, – терӗ Джалиль хазрат.
«Тӑвансемпе ҫыхӑнура, ырӑ кӑмӑллă пулни тата лайӑх кӳршӗсем çӗршыва пурăнтараççӗ, ӗмӗре вăрăмлатаççӗ», – теççӗ. Уява аслăлатса, тӗне çирӗплетме пулăшас, пӗр наци çыннисем хутшăнусене, ӗмӗт-шухăшсене, пӗрлӗхе ҫирӗплетес тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ мероприятие питӗ кăмăлласа килни çинчен пӗлтерчӗç.
Мордови Республикин муфтийӗ Заки хазрат Айзятуллин ертсе пынипе делегаци «Мучелей вӗренӗвӗнче» пӗрремӗш хут кӑна хутшăнать иккен вăл.
– Паянхи кун обществӑра тӗн енӗпе воспитани памалли меслетсем ҫине пысӑк тимлӗх параççӗ. Мечӗтсенче тӗн вӗренӗвӗн урокӗсене илсе пыраççӗ. Çакăншăн та ҫамрӑксене нравственность енчен таса шухӑш-кӑмӑллӑ пулма вӗрентессинче тӗне унӑн никӗсне, наци йӑли-йӗркисене вӗренни паянхи кун пӗлтерӗшлӗ пулса шутланать. Мордовире те тӗне сыхлас енӗпе пысӑк ӗҫ илсе пыраççӗ. Мечӗтсем ӗçлеççӗ, ҫемьесенче хӗрарӑмсен тӗп тивӗçӗ – таса кăмăл-сипетлӗ ача пӑхса ӳстересси, арҫыннӑн тивӗçӗ вара, ҫемьене тивӗҫтересси тăрать. Анчах çакăн пек пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ял тӑрӑхӗсенче ирттерни пулман-ха. Сиртен тӗслӗх илетпӗр. Икӗ хушăри туслă çыхăнусем тата та ҫирӗпленессе шанатпӑр, – терӗç Мордови представителӗсем.
Мӗнпур ял çыннисене, уяв хăнисене район пуҫлӑхӗ ятӗнчен Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ, уява йӗркелекен, çак ялта ҫуралса ӳснӗ Ильмир Измайлов саламларӗ. Ҫавӑн пекех саламлă сăмахсемпе Ислам тӗнне йышăннăранпа 1000 çул ячӗллӗ Хусанти мусульмансен мадресин заведующийӗ Ильяс хазрат Зиганшин, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн Хусанти уйрӑмӗн ертӳҫи Фарид Мифтахов тата ытти нумай хисеплӗ хӑнасем тухса калаҫрӗҫ.
Мероприятие Мучелей ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешӗмӗр, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне вӑрман хуҫалӑхне халалланӑ, Теччӗри вăрман хуçалăхне ертсе пынă, «Тутарстанăн тава тивӗçлӗ лесникӗ» Ирфан Исмагилович Халитовăн çуралнă кунӗпе çыхăнтарса илсе пычӗç. Ӗмӗрхи ӗçне тата паянхи кун тӗн çул-йӗрӗпе пыракан ӗçӗ-хӗлӗшӗн тав тунă май, ăна хăнасем питӗ нумай парнесем пачӗç. Çавсенчен чи пӗлтерӗшли – Тутарстан муфтийӗн «Бердэмлек» медалӗччӗ.
«Мучелей вулавӗсем» тӗн юррисем, тухса калаçнисем нумай пулчӗç. Каҫа хирӗç вара, ял халăхӗшӗн тата район ҫыннисемшӗн пысăк уяв концерчӗ пулчӗ. Паллӑ юрӑҫсем Гузель Уразова, Ильдар Хакимов тата ыттисем хӑйсен юрри-кӗввисене парнелерӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев