Вӗрентекенсен августри конференцийӗ
Август уйăхӗнчи канашлура иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетрӗç тата ҫӗнӗ 2023-2024 вӗренӳ ҫулне старт пачӗç
Районти Культура çуртӗнче «Педагог тата наставник çулталӑкӗн» шайӗнче педагогика ӗçченӗсен август уйăхӗнчи канашлӑвӗн пленарлă ларӑвӗ пулса иртрӗ.
Вӗрентекенсен август уйӑхӗнчи йӑлана кӗнӗ канашлăвӗ пуҫланас умӗн хӑнасем районти Культура çурчӗн фойинче хатӗрленӗ районти вӗренӳ учрежденийӗсен ҫитӗнӗвӗсен куравӗпе паллашрӗҫ. Кунта пурнӑҫлакан проектсем, професси направленийӗ паракан лаптăксем вырăн илнӗччӗ.
Конференци ӗҫӗ Раҫҫей Федерацийӗн çутӗç министрӗн Сергей Кравцовӑн видео выступленийӗпе пуҫланса кайрӗ. Министр паянхи кун çутӗç ӗҫченӗсем умӗнче тӑракан задачӑсем, вӗренӳпе воспитани сферинчи ҫӗнӗлӗхсем, педагогика ӗçченӗсен ӗç укçи тата ытти приоритетлӑ нумай ыйтусен ҫинчен доклад тунӑ май, вӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗ, ҫитӗнӳсем сунчӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров конференци ӗҫне малалла тăсса, вӗрентӳ ӗçӗнче нумай ҫул ӗҫленӗшӗн педагогсене тав турӗ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене парнесемпе чечексем пачӗ. Ветерансемпе пӗрле кӑҫал Упи вăтам шкулне пӗлӳ пама килнӗ Ангелина Ятманована та чысларӗҫ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов хӑйӗн сӑмахӗнче иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетӳ турӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли ӗҫӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрӗсене палӑртрӗ. Докладран курăннă тăрăх, иртнӗ вӗренӳ ҫулӗ кăтартуллă пулнӑ. Районти шкулсемпе ача сачӗсен вӗрентекенӗсемпе воспитателӗсем муниципаллă, республика тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунă.
Районта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 29 учреждени ӗҫлет: 18 вӑтам, 3 тӗп шкул тата 8 пуҫламӑш шкул-ача сачӗ, ҫавӑн пекех, шкул çулне çитичченхи 19 учреждени-ача сачӗ, Ҫӗпрел отрасль технологийӗсен техникумӗ тата «Талантсен планети» ачасен творчество пултарулӑхӗн çурчӗ пур. Çутӗç системинче 858 специалист вӑй хурать.
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче районти çутӗç учрежденийӗсенче 2000 яхӑн вӗренекен пӗлӳ илӗ. Вӗсенчен 159шӗ шкул алӑкӗсене пӗрремӗш хут уҫса кӗрӗç.
— Мӗнпур пӗлу паракан учрежденисем те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пысăк хатӗрлӗхпе кӗтсе илӗç. Вӗсенче кашнийӗнчех косметика юсавӗ ирттернӗ. Кунсӑр пуҫне Кивӗ Çӗпрел нумай профильлӗ лицейре тӗп юсав ирттерчӗç. «Шкулсенче апат-ҫимӗҫ блокӗсене тӗпрен юсасси» программăпа килӗшӳллӗн Анат Чакă тата Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулӗсене 5 миллинран ытла, «Хальхи шкул» наци проекчӗн шайӗнче Хулаçырми тата Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулӗсене 2 миллионран ытларах укçа уйӑрса панă, «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗн спорт залне юсанӑ, — тесе кӑҫал ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ Айрат Залялов.
Ачасене профильлӗ пӗлӳ тата воспитани парас ӗçре паян шкулсенче туса хатӗрленӗ «Ӳсӗм пӑнчи» центрӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кун пек центрсем паян районӑн 9 шкулӗнче ӗҫлеҫҫӗ, сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӗсем Хулаçырми тата Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулӗсенче те уçăлӗç. Айрат Залялов вӗрентекенсен квалификацине ӳстерес, ҫамрӑк специалистсем хатӗрлес енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫ илсе пынине, ҫулсерен тӗрлӗ предметпа олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен шучӗ ӳссе пынине палӑртса иртрӗ. 9-мӗшпе 11-мӗш классене пӗтернисен экзаменӗсен кăтартăвӗсене палăртрӗ.
Палӑртса хӑвармалла, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗн кăтартăвӗсем питӗ савӑнтараҫҫӗ. Вӗренсе тухакансен обществознани, истори, хими, биологи, акӑлчан чӗлхипе Пӗрлехи патшалăх кӑтартăвӗсем иртнӗ çулхи кăтартусенчен çӳлерех. Ҫав вӑхӑтрах физикӑпа, информатикӑпа тӑрӑшуллăрах пулмалла. 80ран ытларах бала ППЭ енӗпе — 43 вӗренекен, 90ран ытларах балл — 14 вӗренекен, 3 вӗренекен икӗ предматпа — 90 ран ытларах балл тата 1 вӗренекен — Кивӗ Кахăрлă вăтам шкулӗнчен вырӑс чӗлхипе Камила Мухамметзянова 100 бал пухрӗ.
Айрат Залялов хӑйӗн сӑмахӗнче шкул çулне çитичченхи вӗренӳ учрежденийӗсен-ача сачӗсен ӗҫ-хӗлне те анализларӗ тата «Ача сачӗ — ачасемшӗн савӑнӑҫ тӗнчи» пулма тивӗçлӗ тесе, палӑртрӗ.
«Шӑпах ача садӗнче ача обществӑра адаптациленме пӗрремӗш хӑнӑхусем туянать, вӗсем ăнăçуллă пулма тивӗçлӗ. — Пирӗн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспитанийӗ, наци кӑмӑл-туйӑмӗпе воспитани илесси, йӑла-йӗркесене, атте-аннене, аслисене хисеплемелли ҫинчен те манмалла мар».
Докладра уйрӑмах наци вӗрентӗвӗпе воспитани ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗх уйӑрчӗç. Паянхи кун районта тутар чӗлхипе 12 шкулта, чӑваш чӗлхипе 8 шкулта пӗлӳ параççӗ.
Конференцире Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗн директорӗ Ильмас Сафиулловпа Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкулӗн директорӗн ҫумӗ Миляша Фахретдинова тухса калаçнине те итлерӗç.
Шкулсенче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑрас енӗпе Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи полици начальникӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Ранис Латыпов доклад турӗ. Вӑл шкулсенче видеосӑнав оборудованийӗсене вырнаçтарас, дежурствӑна вӑйлатас ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Тутарстан Республикин çутӗç тата наука министерствин «Республика олимпиадин центрӗн» директорӗ Гульнара Исламова Ҫӗпрел районӗнчи вӗренекенсен юлашки ҫулсенчи Олимпиадӑсенчи ҫитӗнӗвӗсене палăртрӗ, лайӑх динамика курăннине палăртса иртрӗ, вӗрентекенсене çавна май тав турӗ.
— Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗ хӑш-пӗр çул-йӗр енӗпе эпир ӑнӑҫлӑ пулнине, хӑш-пӗрин енӗпе кая юлнине кӑтартать. Кая юлнă çул-йӗрсем енӗпе ӗҫлемелле, ӑнӑҫусем енӗпе те тăнăçланса юлма юрамасть. Кашни ыйтӑва уйрӑм тимлӗх кирлӗ, — текен задачӑсем лартрӗ, çутӗç ӗҫченӗсем умне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Кӑҫалхи çул «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» енӗпе сахал мар ӗçсем палӑртнине, вӗсене те пурнӑҫламаллине палӑртрӗ вӑл. Кун пирки конференци ӗҫӗнче «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» ертӳҫи Венера Гараеван тухса калаçнине итлерӗç.
— Районта талантлӑ ачасем питӗ нумай. Вӗсен пултарулӑхне уҫса памалла, вӗсемпе ӗҫлемелле. Районта ачасене пахалӑхлӑ вӗрентме, хальхи вӗренӳ тата воспитани программисене пурнӑҫлама пур майсем те пур, — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Марат Ринатович, педагогика ӗҫченӗсене ӑнӑҫусем сунчӗ.
Август уйӑхӗнчи конференцире парнесем те нумай пулчӗç. Çутӗç ӗçӗ-хӗлӗнче палӑрнӑ ӗҫченсем ТР Çутӗç министерствин Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене, район пуҫлӑхӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн Хисеп грамитисемпе Тав çырăвӗсене илчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев