Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вӗрентекенсен августри канашлăвӗ

Районта традицилле августри канашлупа иртнӗ  вӗренӳ çулне пӗтӗмлетӳ турӗç тата ҫӗнӗ 2020-21 вӗренӳ ҫулне старт пачӗç

Конференци ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Хусанти федераллă университетăн ректорӗ Ильшат Гафуров, ТР çутӗç министерствин Çутӗç сферинче надзор тата контроль департаменчӗн ертӳçин çумӗ Рамис Музипов тата районти çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов хутшӑнчӗç.

Канашлу пуҫланас умӗн унта хутшӑнакансем районти Культура çурчӗ ҫумӗнче, уҫӑ сывлӑшра хатӗрленӗ пӗлӳ паракан çитӗнӗвӗсен куравӗпе паллашрӗç. Пӗлӳ паракан организацисенче пурнăçламалли проектсем, професси пӗлӗвӗ парас çул-йӗр, шкул ҫумӗнчи участоксен ӗçӗ-хӗлӗ вырăн илнӗччӗ куравсенче.

Ырӑ йӑлапа, пленарлӑ пайччен, тивӗçлӗ канăва каякан ветеран-учительсене тата вӗсене ылмашăва килнӗ ҫамрӑк педагогсене чысларӗҫ.

Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата ҫӗнни валли пулнă задачӑсемпе çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов хăйӗн докладӗнче паллаштарчӗ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче çутӗç организацийӗн системинче  улшӑнусем пулмӗҫ. Районта, ӗлӗкхи пекех, 29 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  учреждени, 20 шкул çулӗнчи ачасен учрежденийӗ, 1 хушма пӗлӳ паракан учреждени тата отрасль технологийӗсен техникумӗ ӗҫлӗ.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче шкула районӗпе 2045  ача вӗренме  каять, çавсенчен 171шӗ – пӗрремӗш класс вӗренекенӗсем.

Çутӗç  системинчи приоритетлă ҫул-йӗрӗсенчен пӗри – çутӗç  учрежденийӗсен зданийӗсене хальхи требованисене юрăхлă тăвасси. Çавна май кӑҫал Кивӗ Чукалти шкула тӗпрен юсанӑ. Çак тӗллевсемшӗн, программăпа килӗшӳллӗн, 16 миллион тенкӗрен ытла укçа тытнă. Ҫавӑн пекех, «Хальхи шкул» федеральлӗ проектпа Чăваш Ҫӗпрел вăтам шкулӗнче «Ӳсӗм пӑнчи» цифрăллă тата гуманитарлă профильлӗ çутӗç центрӗ йӗркеленӗ. Çавăн пек центра иртнӗ çул  1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел  вӑтам шкулӗнче йӗркеленӗччӗ. 2021 çул валли планпа Анат Чакă, Упи, Кивӗ Кахăрлă тата Ҫӗнӗ Упи шкулӗсенче ҫак центра тума пăхăннă.

Çутӗç уйрăмӗн начальникӗн сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан, 6 предметпа: профильлӗ математикӑпа, физикӑпа, литературӑпа, историпе, географипе, химипе ППЭ панă çӗрте лайăх результат пур. Математикӑпа вӑтам кӑтарту 1,67 бала лайăхланнӑ.  ППЭăн предметсем енӗпе балсем Çӗнӗ Йӗлмел, Аслă Чăнлă тата Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗсенче çӳлерех. Ҫав вăхăтрах темиçе пӗлӳ паракан  учрежденире хӑш-пӗр предметсемпе ППЭ балӗсем, иртнӗ çула пăхсан, чакни палӑрать. Кунсăр пуçне, экзаменсенче хӑш-пӗр предметсенчен минимальлӗ чикӗрен иртеймен вӗренсе тухакансем те пур.

– Экзаменсен  кӑтартӑвӗсен анализӗ –пӗлӳ панин пахалӑхне тата та ӳстерме кирли çинчен аса илтерет  Ильсур Халитов. – Çав вăхăтра кӑҫал районта пысӑк балл пухакансен шучӗ 48 ҫитрӗ. Çакă иртнӗ çулхинчен нумайрах. 25 медаль хуçисемпе пӗр ретрен, 25 вӗренекен наука олимпиадисенче çӗнтерӳçӗ тата призер пулчӗ.

Ҫӗпрел районӗнче педагогика пӗлӗвӗ паракан системăра мӗнпурӗ 629 специалист ӗҫлет. Çавсенчен 77,58% – пӗрремӗш е аслӑ квалификацилле категори хуçисем. Кӑҫал, çаплах, педагогика составӗ муниципаллă, республика тата Пӗтӗм Раççей конкурсӗсенче хутшăнса çӗнтерӳçӗ пулнă, грантсем илмелли кăтартусем те лайăхланнă.

Тутарстан Республикин Çутӗç тата наука министерствин Çутӗç енӗпе надзор тата контроль департаменчӗн ертӳҫин çумӗ Рамис Мазитов кăçалхи коронавирус чирӗн условийӗнче республика енӗпе çутӗç ӗçӗ-хӗлӗн системинче йышăннă решенисем тата задачăсем мӗнле пурнăçланни çинчен калаçрӗ. Районти çутӗç пайӗ хальлӗхе сăнава ăнăçлă иртнине лайăх хак пачӗ. Вăл çӗнӗ вӗренӳ çулӗн пуçламăшӗнче шкулсенче  куçарса тăнă пуçламăш вăтам классен вӗренекенӗсен пӗлӗвӗсене тишкерес ӗçсем çине уйрăм тимлӗх уйӑрчӗ.

– Çак мероприятие ирттересси Çутӗç тата наука системинчи надзор енӗпе федераллă службăн уйрăм контролӗнче тăрать. Çавна кура вӗренекенсен пӗлӗвне тишкернӗ чухне объективлӑ пӗтӗмлетӳсене кӑтартмалла, – тесе пӗтӗмлетӳ турӗ Р.Музипов.

Конференци ӗҫӗнче Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗн директорӗн çумӗн Елена Мискинан тата Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗн директорӗн ҫумӗн Эльвира Низамован вӗренӳпе вӗрентӳ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен доклачӗсене те итлерӗҫ.

Хусан федераллă университетăн ректорӗ Ильшат Гафуров конференцие хутшӑнакансене аслă вӗренӳ çурчӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫу сунчӗ.

Район пуçлăхӗ Марат Гафаров конференци ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май: «2019-20 вӗренӳ ҫулӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ, анчах ӗҫлемелли ӗçсем нумай-ха», – терӗ.

– Çутӗç системинче лайӑх динамика палӑрать. Апла пулин те, тӗп тивӗçсенчен пӗри пулса, пӗлӳ памалли пахалӑха лайӑхлатасси  юлать. Пӗтӗмӗшле илсен ҫакӑ –  квалификацие ӳстересси  тата ачасемпе ӗҫлесси. Вӗренекенсене професси пӗлӗвӗ памалли çул-йӗрпе те çирӗп ӗçлемелле. Вӗренекенӗн талантне, пултаруллăхне пăхса, патшалăх экзаменӗсем вăхăтӗнче мӗнле предмета суйласа илме кирлине сӗнесси те – вӗрентекенӗн тивӗçӗ пулса тăрать, – терӗ Марат Гафаров.

Конференци вӗҫленес умӗн  ăнăçусем тунă педагогсене, воспитани паракансене Марат Гафаров, Ильшат Гафуров, Рамис Музипов тата Илсур Халитов тӗрлӗ шайри  патшалӑх наградисене пачӗç.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев