Волонтерсене Тав ҫырӑвӗсем
«Волонтер» — акӑлчан чӗлхинчен «доброволец» тесе куҫарăнать.
Раҫҫей Президенчӗ В. В. Путин Указӗпе ҫулсеренех декабрӗн 5-мӗшӗнче Халăхсен хушшинчи волонтер кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Волонтерсем пур мероприятие те хастар хутшӑнаҫҫӗ, чун-чӗререн ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ, пӗччен ватӑ ҫынсене, нуша куракансене, тӑлӑхсене пулӑшма васкаҫҫӗ. Ҫавна май район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров районти çавăн пек ырӑ ҫынсене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ.
Волонтер юхӑмне аталантарас ӗҫе хăйӗнчен уйрăм пай кӗртнӗшӗн, обществӑшăн чунтан парӑнса ӗҫленӗшӗн Тав ҫырӑвӗсемпе Альфия Айнуллова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчи «Солнышко» ача садӗнчи педагог-психолог, окоп ҫуртисем тӑвас енӗпе «Ырăлӑх ҫутисем» волонтерсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи; Самира Волкова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче вӗренекен, экологи ҫул-йӗрӗн волонтерӗ; Агата Маркова, районти отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗ, ҫавӑн пекех, экологи енӗпе ӗҫлекен волонтер; Айдар Мушарапов, районти тӗп больницӑн «Васкавлӑ пулӑшу» уйрӑмӗн водителӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене нумай хут гуманитари пулӑшӑвне ӑсатма кайнă; Людмила Самандеева, «Социаллӑ пулӑшу центрӗ» медицина сестри, активлӑ пенсионер, «Кӗмӗл волонтер», Чăваш Ҫӗпрел ялӗнчи ҫар çыннисем валли маскировка сеткисем çыхассипе интересленет; Альфия Фазилова, районти отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗ, ҫар волонтерӗ; Дилия Фаизова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӑн вӗренекенӗ, «Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» чысланчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев