Волейбол енӗпе чи лайӑх командӑсем палăрчӗç
Чемпионта шкулти волейбол ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ каччăсемпе хӗрсен командисем хутшӑнчӗҫ.
Февралӗн 2-3-мӗшӗнче районти вӗренекенсем хушшинче шкул волейбол лигин Чемпионачӗн муниципаллă этапӗ иртрӗ.
Аса илтеретпӗр, декабрь уйӑхӗнче районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен спорт залӗсене çӳрекенсем хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗсен шкул этапӗ иртнӗччӗ. Вӑйӑсем каччăсемпе хӗрсен пухса йӗркеленӗ командисем хушшинче уйрӑммӑн иртрӗç.
Муниципаллă этапра ҫӗнтерессишӗн каччăсен 9 команди тата хӗрсен 10 команди вăй виçрӗç.
Вăйăсем пуçланас умӗн çамрӑк спортсменсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов, ҫавӑн пекех, районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов саламларӗç, командӑсене ăнăçусем тата ҫӗнтерӳсем сунчӗç.
Каччăсем хушшинче I, II тата III вырӑншӑн 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел, Хулаçырми, Матак, Анат Чакă, Кӗçӗн Чăнлă, Аслӑ Аксу, Шланка, Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗсен тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей командисем кӗрешрӗç.
Каччăсен командисем хушшинче I вырӑна – Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди, II вырӑна – Аслӑ Аксу вăтам шкулӗн команди, III вырӑна Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей команди çӗнсе илчӗç.
Хӗрсен командисем хушшинче I вырăна Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди, II вырӑна – Кивӗ Шемӗршел вăтам шкулăн команди, III вырӑна Шланка вăтам шкулӗн команди йышӑнчӗ.
Чемпионат пынă хушăра ГТО нормисене парас енӗпе площадка та йӗркеленӗччӗ.
Чемпионат вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑха çирӗплетмелли комплексра ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене чысламалли мероприяти иртрӗ. Малти вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене Дипломсем пачӗç. 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн каччисемпе хӗрсен команди ҫӗнтерӳҫӗ кубокӗсене ҫӗнсе илчӗç. Çак икӗ команда март уйăхӗнче ирттерекен турнирӗн зонăри этапӗнче районăн чысне хӳтӗлӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев