Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Виçӗ патриот ывăл ӳстернӗ

Портновсен виҫӗ ывӑлӗ те хӑйсен Тӑван ҫӗршывне, тăван енне юратакан ҫынсем пулса ӳссе çитӗннӗ

Район пуҫлӑхӗ ҫак ҫемье хуҫин мăшăрне Вера Ивановна Портнована Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗн уявӗпе саламларӗ.

Чăваш Паснапуç ялӗнче пурăнакан Вера Ивановна мăшăрӗпе Валерий Петровичпа виҫӗ ывӑлне пурнӑҫ парнеленӗ. Ыттисенчен нимӗнпе те уйрăлса тăман çак çемье – аслисем те ӗçе юратакансем, ывӑлӗсене те ҫавӑн пекех воспитани парса ӳстернӗ.

Вӗсен аслӑ ывӑлӗ контракт службине суйласа илет, Вера Ивановна ывӑлне вара пил парать, паллах. Сергей Санкт-Петербургра служить тума пуçлать. Анчах юлашки уйӑхсенче ывӑлӗ сайра хутра ҫеҫ телефонпа шӑнкӑравлани амăшне пăшăрхантара пуçлать. Сергей Украина территорийӗнче неонацистсемпе кӗрешни ҫинчен унӑн ашшӗ Валерий Петрович пӗлсен те, анчах хӑйӗн мӑшӑрне пӑшӑрхантарас килменнипе, вӑрттӑнлӑха уҫма шутламан. Амӑшӗн чун-чӗри сисет, нимӗн те пытараймăн. «Паллах, сисрӗ, пӗлчӗ. Мана Сергей малтанах каланăччӗ, анчах эпӗ мăшăрăма пӑшӑрхантарас темерӗм, –  тет Валерий Петрович.

Тетӗшӗ ятарласа ҫар операцинче хутшӑнни ҫинчен пӗлсен, Портновсен иккӗмӗш ывӑлӗ те Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес тесе, çар службине кайма кӑмӑл тăвать: «Манӑн тетепе юнашар пулас килет, ҫӗршывăмăрăн пӗрпӗтӗмлӗхне сыхлас, сире – аттепе-аннене, тӑвансене хӳтӗлес килет! – тесе вӑл, хӑй ирӗкӗпе, Украина территорине каять.

Паян вара Вера Ивановнӑран телейли ҫук та пулӗ – амăшӗн аслӑ ывӑлӗ отпуска килнӗ, иккӗмӗшӗ ӑна шӑнкӑравласа уяв ячӗпе саламланă. «Эсир те, çакăн пек хисеплӗ хӑнасем килтӗр, епле савӑнас мар! – терӗ Вера Ивановна, куҫҫульне шӑлса.

Ултӑ ҫул ҫар службинче тăнăшăн Сергей Портнов тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Георги, Паттӑрлӑхшӑн тата Сирири ҫар операцинче хутшӑнаканăн медалӗсемпе парнеленнӗ.

Кӗҫӗн ывӑлӗ Максим та тетӗшӗсен çул-йӗрӗпе каять – «Росгвардире» служить тăвать.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Портновсене çакăн пек патриот ывӑлсем пăхса ӳстернӗшӗн тав турӗ. Вера Ивановнӑна уяв ячӗпе саламласа, чечексем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев