Ваттисен ҫуртӗнче... хӑнара
Пӑва районӗнчи ваттисен ҫуртӗнче районăмăрăн 18 ҫынни пурӑнать.
Ватă çынсен декадинче ваттисен çуртӗнче пурӑнакан аслă çулсенчи ҫыннăмăрсен пурнӑҫӗ, халӗсем ҫинчен пӗлесси ырӑ йӑла пулса тӑчӗ.
Кӑҫал та делегаци ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, районти пенсионерсен союзӗн ертӳçипе Дилюза Азизовапа пӗрле кучченеҫсем леçсе, тӑван енӗн ӑшӑ саламне, ертсе пыракансен ырӑ сӗнӗвӗсене пӗлтерсе таврăнчӗç.
Кучченеçсене предпринимательсем, хуҫалӑх ертӳҫисем спонсор пулăшăвӗ панипе хатӗрленӗччӗ.
Дилюза Азизова ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем Çӗпрелӗн çыннисен тӗлӗшпе тимлӗхлӗ, ырӑ кӑмӑллă пулнине палӑртрӗ.
— Яланхи пекех, питӗ ӑшшăн йышӑнчӗҫ. Кӗтеҫҫӗ. Юрӑсем, пултарулӑх номерӗсем парнелерӗмӗр. Пурте кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Пурӑнмалли условисем лайӑх, «татах килӗр», тесе ăсатрӗç, — тет вӑл.
Ҫапла, кашни ҫынна — ватӑ е ҫамрӑк — хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхӗпе ӑшши кирлӗ. Ҫакна манас марччӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев