Василь Шайхразиев: «Ăнăçлă пулас тесен, мӗнпур тӗрлӗ майсемпе усă курмалла»
Ҫӗпрел район Совечӗн хӗрӗх виҫҫӗмӗш ларăвӗнче 2019 ҫула пӗтӗмлетӳ турӗç, 2020 ҫул валли плансем палӑртрӗç.
Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗн ларӑвӗн ӗҫӗнче Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн ҫумӗ Василь Шайхразиев, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗсем Ринат Гайзатуллин тата Шакир Ягудин хутшӑнчӗҫ.
Ҫӗпрел районӗн Совечӗн хӗрӗх виҫҫӗмӗш ларӑвӗ календарь çинчи уйрăм дата тӗлне тӳрӗ килчӗ. Февралӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Çак дата йӗркипе хăнасене районти Культура çуртӗнче çӗпрел çыннисем наци тумӗсемпе кӗтсе илчӗҫ. Ҫӗпрел районӗнче ӗлӗк-авалтан тутарсемпе чӑвашсем туслӑ та тату пурӑннӑ тата пурăнаççӗ, юлашки ҫулсенче район халăхӗ вырӑс, узбек тата ытти наци çыннисемпе те туллиленнӗ. Театрализациленнӗ представленире çӗпрелсем çакна çирӗплетрӗç тата хăнасене тутар, чăваш, вырăс, узбек наци апачӗсене сӗнчӗç.
Культура çурчӗн фойинче районта туса илекен таварсенчен пуян курав йӗркеленӗччӗ. Районти ял хуçалăх предприятийӗсен, ҫавӑн пекех ачасен учрежденийӗсен, отрасль технологийӗсен техникумӗн, библиотекӑсен, краеведени музейӗн ӗҫӗ-хӗлӗ те унта палăрчӗ.
Пӗтӗмлетӳ ларăвӗнче Ҫӗпрел муниципаллӑ районăн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров отчетлӑ доклад турӗ. Чи малтанах М.Р.Гафаров Тутарстан Республикин Президентне тата Правительствăна халӑхăн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн паха ыйтусене татса пама пулӑшнӑшӑн тав тунине пӗлтерчӗ.
Экономика кӑтартӑвӗсем ҫинчен каланӑ май, Марат Гафаров Тутарстан Республикин муниципаллă пӗрлӗхӗсен рейтингӗнче, 2019 çул пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе, район 33-мӗш вырӑна илсе тăнине палăртса иртрӗ (2018 ҫулта – 35-мӗш вырӑнтаччӗ). Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе пӗтӗмӗшле территори продукчӗ 7,1 миллиард тенкӗ калăпăшӗнче хакланать, ӳсӗм – 5%. Хамăрта туса кăларнă промышленность таварӗсен калӑпӑшӗ 3,3 миллиард тенкӗ, çакă 2018 ҫулпа танлаштарсан 16,8% нумайрах. Районта тӗп промышленность предприятийӗсем пулса «Государев амбар», «Цеолиты Поволжья» обществăсем шутланаҫҫӗ.
2019 ҫулта ял хуçалăхӗнче туса илнӗ пӗтӗмӗшле продукцийӗн калăпăшӗ, 2018 ҫулпа танлаштарсан, 108% ӳсӗмпе, 2,1 миллиард тенке тӳрӗ килнӗ (республикӑра – 22 вырӑнта). 2019 ҫулта гектартан – 27,3 центнер тухăç пухса илсе, пӗтӗмӗшле тырпул калăпăшӗ – 94,5 пин тонна пулнă. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗн тухӑҫӗ – 358 ц/га, хӗвелҫаврӑнӑшăн тухăçӗ – 18,6 ц/га.
Çитес ҫулхи тухӑҫшăн та никӗс хывнӑ. 9,3 пин гектар çинче кӗрхи культурӑсем акнă (пӗрчӗллӗ культурăсен 24 %чӗ), 48 пин гектартан ытла кӗрхи ҫӗртме тунă (планăн 100%чӗ).
Районӗпе пӗр условнӑй выльӑх пуҫне вӑтамран 27,2 центнер апат единици хатӗрленӗ, норма – 23 центнер. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче те лайӑх динамика палăрать.
Ял хуҫалӑхӗ çинчен калаçнӑ май, район пуҫлӑхӗ малашне рапс, горчица культурисен лаптӑкне ӳстерме, таса парсене сидератсемпе 100 % акма, пысăк репродукциллӗ пахалăхлă вӑрлӑхсемпе усӑ курма кирлине палӑртрӗ. Ҫанталӑк условийӗсене парăнман сортсемпе усă курмалла, çаплах, сӑвакан ӗнесен продуктивлăхне 5800 килограма çити ӳстермелле, апат базине лайӑхлатас тата тынасен йышне ӳстерес енӗпе ӗҫе вӑйлатмалла, терӗ.
Район экономикинче вăйлă тата вăтам бизнес секторӗ тытăмлă позицисене йышăнса тăрать. Мӗнпурӗ 409 кӗçӗн тата вăтам предпринимательсен субъекчӗ регистрациленнӗ. Бизнес структурин 40% - суту-илӳ, 26% - ял хуҫалӑхӗ, 9% - строительство, 8% - промышленность, 11% - транспорт, 6% - тӗрлӗ пулӑшусен сферине тӳрӗ килет.
«Ҫӗпрел» промышленность лаптăкне ӳстересси тата ăна ертӳçӗсемпе тивӗçтересси паянхи кун тӗлне хушма ҫул-йӗрсенчен пӗри пулса юлать. Промышленность лаптăкӗн вăйри резиденчӗ «Формпласт» обществи пластик крышкăсем-контроллерсем туса кӑларма пуҫларӗ. 2019 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ енӗпе предприятийӗн ҫаврӑнӑшӗ 21 миллион тенке тӳрӗ килет. «Глобалпак Татарстан» обществи лазерлӑ технологи енӗпе теттесем туса кӑларассишӗн станоксен цехӗ уçасшăн. Техника крахмалне туса кӑларма планланă «Триада» общество вара оборудованисем туянассишӗн 3 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ.
– Районта инвестицисене явӑҫтарасси – муниципаллă район ертӳҫин умӗнче тăнă тӗллев, мӗншӗн тесен инвестицисен калӑпӑшне ӳстерни ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, инфраструктурăна ӳстерме, бюджетӑн тупӑш пайне туллилентерме пулӑшать, халӑхӑн пурнӑҫ шайне тата пахалӑхне тӳррӗн витӗм кӳрет, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Гафаров.
Район пуҫлӑхӗ çутӗç, сывлӑх сыхлав, культура, спорт тытăмӗсем çинче чарӑнса, унӑн ертӳҫисем умне задачӑсем лартрӗ. Сахал тупăшлă ҫемьесене, йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене, ветерансене тата ытти пулăшăвӗ кирлӗ пулнă ҫынсене кăтартнă патшалăхăн социаллӑ пулӑшăвӗн ӗҫӗ-хӗлне анализ турӗ.
2020 ҫул валли задачӑсем çинчен каланӑ май, Марат Ринатович: «Кӑҫалхи çул, çаплах, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем тӑвас тата капиталлă юсав енӗпе пысӑк калӑпӑшра ӗçсем пурнӑҫламалли пур», – терӗ. Уйрӑммӑн илсен, Кивӗ Упи ялӗнче ФАП строительствине, Кивӗ Шемӗршелӗнчи участок больницине, Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчи Культура çуртне, Кивӗ Чукалти тӗп шкула капиталлă юсав тума палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Чукал ялӗнче тата пӗр блок-модульлӗ магазин тума планланă, пурăнмалли пунктсене шывпа тивӗҫтерес тата шыв сечӗсене, ҫаплах, силоспа сенаж траншейисене тӑвас, тӗштырă, пахчаҫимӗҫ сыхламалли вырăнсене, ӗнесен сарайӗсене тӗпрен юсас, пурӑнмалли пунктсен ҫул-урам сечӗн тытӑмне нормативлӑ шая çитерес енӗпе ҫирӗплетмелли ӗçсем малалла пырӗç.
Хӑйӗн докладне вӗҫленӗ май район пуҫлӑхӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Астăвăм тата Мухтав ҫулӗнче, ТАССР йӗркеленнин 100 ҫуллăхне, район йӗркеленнин 90 ҫуллăхне палăртса ирттерес, ҫавӑн пекех политика пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем – ТР Президенчӗн суйлавӗнче, пӗтӗм Раҫҫейри халӑх çыравӗ ирттерес енӗпе мероприятисенче те çӗпрел халăхӗ активлă хутшăнасса шанчӗ.
Сессире çаплах хресчен-фермер хуçалăхӗн ертӳҫин Равиль Бикчуровăн тата Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Виталий Землемеровӑн тухса калаçине те итлерӗҫ.
ТР Премьер-министрăн ҫумӗ Василь Шайхразиев Тутарстан Республикин социаллӑ экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи çул валли тӗп тӗллевсене палӑртрӗ. «Ҫӗпрел районӗ хӑйӗн тивӗçӗсене ӑнӑҫлӑ татса парать, экономика тӗлӗшпе тата та пысăкрах кӑтартусене пурнӑҫлассишӗн усă курман резервсем пур-ха кунта», – тесе палӑртрӗ Василь Шайхразиев.
– Муниципалитетăн ӑнӑҫлӑхӗ кашни ял тӑрӑхӗнчен, кашни ҫынран, кашни ҫемьерен тăрать. Пурӗ те çапла пулсан кăна эпир мӗнле çул-йӗрсенче йӑнӑшсене тата ăна мӗнле тӳрлетмеллине пӗлме пултарӑпӑр, чи кирли вара –аталану çулӗ çинче пулма пултаратпăр, – тесе палăртса иртрӗ ТР Премьер-министрӑн çумӗ. Вăл, çаплах, малалла аталанассишӗн финанс пулăшăвӗсене çӗнсе илессишӗн май пулнă мӗнпур программăсенче те хутшăнма чӗнсе каларӗ.
Ильдар Гильмутдинов хӑйӗн тухса каланинче Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ май, хăйӗн паянхи кун тӗлне мӗнле çул-йӗрсенчи закон проекчӗсене йышӑнни ҫинчен каласа пачӗ. Уйрăммăн илсен, ҫакă çутӗç тытăмӗнчи «Земский учитель» программи, культура енӗпе те, çаплах, çакăн пекех программа йышӑнма май пуррине каларӗ. Ҫаплах, студентсене вӗренӳ çурчӗсене тӗллевлӗн йышӑнмалли çул-йӗр енӗпе ҫӗнӗ требованисем лартма кирлине, урӑхла каласан, малашне специалистсем килӗшӳре кӑтартнӑ вырӑна таврăнса ӗҫлеме тивӗçлӗ пулни çинчен каларӗ.
Ларура ӗçре ăнăçу тунисем патшалăх, район парнисемпе парнеленчӗç.
«Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятпа:
Лениза Низатовна Хасанова, «Ҫӗпрелагрохимсервис» яваплăхӗ чикӗленнӗ обществăн бухгалтерӗ;
Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тав ҫырӑвӗпе:
Радик Рустамович Сайфутдинов, «Цильна» обществӑн механизаторӗ;
Алевтина Дмитриевна Хемницер, Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗç тăвакан комитечӗн секретарӗ;
Владимир Иванович Николаев, «Ак Барс – Ҫӗпрел» обществӑн директорӗ;
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе:
Светлана Валериановна Ильбеева, Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчи Культура çурчӗн заведующийӗ;
Фарит Бариевич Алиакберов, «Фламинго» обществӑн механизаторӗ;
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе:
Радмил Альфредович Салимзянов, районти тӗп больницăн ертсе пыракан программисчӗ;
Моисей Васильевич Данилов, «Прогресс» предприятийӗн инженерӗ парнеленчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев