Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Вăрçă хӗрарăм сăнлă мар...» проектпа В.Калачевапа тӗлпулу

Тутарстанра «Вăрçă хӗрарӑм сăнлă мар...» ("У войны не женское лицо...")  республика шайӗнчи социаллӑ-гуманитари проекчӗн стартне пӗлтернӗ.

Проекта «Мэрхэмэт-Хӗрхенӳ» хӗрарӑм-депутатсен-пӗрлешӗвӗ йӗркелет.  Ҫӗнӗ проекта Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.  Унӑн тӗп тӗллевӗ – Тăван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннă тата тылра ӗҫленӗ хӗрарăмсен, вӑрҫӑ ачисен паттӑрлӑхне упраса хӑварасси.

Паянхи кун Тутарстан Республикинче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тата вӗсемпе танлаштарнă 458 хӗрарӑм пурӑнать.

«Вӑрҫӑ хӗрарӑм сăнлă мар...» («У войны не женское лицо...») проект 2020 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи октябрӗн 2-мӗшӗччен виҫӗ тапхӑрта пурнӑҫланать. Ҫак проектпа килӗшӳллӗн вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗрарăмсен паттăрлăхне чыслакан мероприятисем ирттерӗç, парламентра тата ӗҫ тӑвакан власть органӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑмсем, вăрçăра хутшăннă фронтовиксен тӑлӑх арӑмӗсем, вӑрҫӑ ачисем, тылра ӗҫленӗ ҫынсем патне кайса, вӗсене кирлӗ пулӑшу парӗҫ. Унсӑр пуҫне «Хаклӑ ветеран» акцие малалла тӑсӗҫ, фотокуравсем, ача-пӑча пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсӗсене ирттерӗç, ҫемье архивӗсен материалӗсене муниципалитет тата патшалӑх архивӗсене парӗҫ. Паянхи кун тӗлне вара, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем пӳрнепе шутламалăх çеç юлнă, пирӗн районта вӗсем пиллӗкӗн. Çавсенчен пӗри Упи ялӗнче пурăнакан Валентина Петровна Калачева. Район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, районти электричество çыхăнăвӗн начальникӗ А.Ф. Низамов, ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Александр Ярухин нуша çулăмӗ витӗр тухнă, вăрçăра хутшăннă Валентина Петровнапа тӗл пулчӗç.

Валентина Калачева ноябрӗн 1-мӗшӗнче Упи ялӗнче çуралнă. Упири 7 класлă шкула пӗтерсен, Хурăнвар-Шăхаль шкулӗнче вăтам пӗлӳ илет.  Каярахпа Упи ялӗн  шкулӗнче вӗрентекен пулса ӗçленӗ.

1942 çулхи майăн 20-мӗшӗнче Валентина Петровна фронта кайма повестка илет. Вăл стрелоксен 96-мӗш полкне лекет. Штабра машинистка пулса ӗçлет, вăрçă пыракан вырăнсене материалсем пичетлесе ăсатать. Валентина Петровна Ржев патӗнчи çапăçура, Смоленск хулине хăтарнă çӗрте те хутшăнать.

1943 çулхи август уйăхӗнче ури пӗççине амантать. Паянхи кун та снаряд ванчăкӗ вăрçăн нушаллă кунӗсене манма памасть.Чӗрери сурансăр пуçне, пӗçӗ тӗлӗнчи ванчăк та вăрçăн хăрушă пулăмне аса илтерсех тăрать.

1944 çулăн пуçламăшӗнче Валентина Петровнана «Вăрçăри паттăрла ӗçӗсемшӗн» тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗшӗн» II степень медальпе парнеленет.

1952 çулта çемьери лару-тăрăва пула Пăва хулине куçса каять. Ăспа айвантараххисен интернатӗнче вӗрентекен ӗçне пурнăçлать.

Паянхи кун Валентина Петровнана тăванӗ Ираида Аюгина пăхать.  98 çул еннелле пуснăскере выртма та, тăма та, калаçма та йывăртарах. Шăкăл-шăкăл пуплесе ларма май килмерӗ пулин те, хăй тӳссе ирттернӗ вăрçă нушисем килӗнчи архивра асăну тетрадӗнче упранаççӗ.

«Эпӗ сивве те, выçлăха та, юлташсен вилӗмне те, бомба пăрахнине те, вăрçăра аманнине те тӳссе ирттертӗм», – тенӗ вăл хăйӗн асаилӳ тетрадӗнче.

«Вăрçă ветеранӗсемпе иртнӗ тӗл пулусен кашни самантне хака хумалла. Вӗсене тимлӗх парса тăмалла. Ун чухне çеç пирӗн асаилӳсенчен вăрçă нуши тухмӗ. Юнпа çӗнсе илнӗ, тăнăçлă, канлӗ пурнăçшăн аслă ăру умӗнче эпир ӗмӗр-ӗмӗр парăмра. Шел пулин те, вӗсем пирӗн хушăра çулсерен сахалланса пыраççӗ», – палăртса иртрӗ Алексей Ярухин.

Хăнасем Валентина Калачевана тав сăмахӗ каларӗç, сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунчӗç тата асăнмалăх парне пачӗç.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев