Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вакцинаци – чир-чӗртен хӳтӗлет

Кӗр ҫитсенех гриппа, сывлăш çулӗсен чирӗсемпе чирлекенсен шучӗ ӳсни палӑрать

Юлашки хушăра сывлăш çулӗсен чирӗсемпе тата гриппа чирлесси ӳснӗ тапхăрта больницăна килекенсен шучӗ ӳснӗ иккен. Вӗсен хушшинче ачасем те, ҫитӗннисем те нумай. Ҫав хушӑрах, хальлӗхе лару-тӑру тăнăç пулсан та, коронавирус инфекцийӗ ерес хӑрушлӑх та сыхланса юлать.

Районти тӗп больницăн халӑха медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе ӗҫлекен тӗп врачӑн çумӗ Виталий Тяхин: «Кашни ҫын хӑйӗн сывлӑхӗпе уйрӑмах тимлӗ пултăрччӗ», – тет. Район халăхне ҫынсем пухӑннӑ вырӑнсенче маска тăхăнма, дистанцие сыхлама, чирлӗ ҫынсемпе хутшăнассинчен пăрăнма, гигиеника требованийӗсене пӑхӑнма, алӑсене час-часах супӑньпе ҫума сӗнет вăл, чир килсе тухсан вара, ху тӗллӗн сипленме юраманни çинчен асăрхаттарать. Апла пулсан, пандеми условийӗсенче усӑ куракан сыхлӑх мерисем яланах актуаллă пулса юлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех иммуна системине ҫирӗплетес тесен С витаминпа пуян продуктсем: пылак пӑрӑҫ, хура хурлӑхан, тӗслӗ купӑста, киви, апельсин, лимон тата грейпфрут çимелле. Суханпа ыхран усси те пысӑк. «Чиртен сыхланмалли чи паха мера  –  вакцина тутарасси», –  тет Виталий Тяхин.

Тӗп врач çумӗ каланӑ тӑрӑх, районти тӗп больницăра грипп тата коронавирус чирӗсене хирӗç вакцина тутарасси малалла пырать. Паянхи кун тӗлне грипран планпа пăхăннă аслă ҫулти 10 500 ытла Çӗпрел çыннине, ҫаплах, 2328 ачаран 96 процентран ытларахăшне грипран прививка тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах коронавируса хирӗç ревакцинаци вӑхӑчӗ ҫитнисем те графикпа килӗшӳллӗн прививка процедурине иртеҫҫӗ.

– Прививка хыҫҫӑн, чирлисемпе ҫыхӑнăва кӗмелле мар, сыхланма сӗнетпӗр. Вакцинаци иртнӗ ҫынсем хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ, ӳпкевпе килекенсем ҫук.  Грипран прививкӑна укол тăвас мелпе ҫеҫ илсе пырсан, коронавирус чирӗнчен прививкӑна инъекци урлă тата сӑмсана тумлатса та илме пулать. Вакцина илмелли йӗрке, çавăн пекех –  икӗ хут пурнăçланать.  21 кунтан организма вакцинăн иккӗмӗш дозине кӗртеҫҫӗ. Вакцинацие районти тӗп больницӑра тата Кивӗ Шемӗршел участок больницин прививка кабинечӗсенче, районти мӗнпур 38 фельдшерпа акушер пункчӗсенче те  ирттереҫҫӗ, – тет Виталий Тяхин.

Врач ҫакна ӑнлантарчӗ: вакцинаци 60 ҫултан аслӑраххисемшӗн уйрӑмах кирлӗ пулса шутланать, мӗншӗн тесен вӗсен вӑраха кайнă чирӗсем нумай пулнăран иммуна системи хавшанă, вӗсем час-часах чирлеҫҫӗ, тесе ăнлантарать врач. Ку, чи пирвайхи черетре чӗрепе юн тымарӗсен, сахӑр диабечӗ тата ытти чирӗ пулнă çынсене пырса тивет. Коронавируспа грипп инфекцийӗсем ҫак вӑраха кайнă чирсене кӑткӑслатма, вилеслӗх хӑрушлӑха ӳстерме пултараҫҫӗ. Вакцинаци вара чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхне ҫӑмӑллатма, тарăна каясран сыхласа хăварма пултарать.

Р.S. Официаллӑ даннăйсем тӑрӑх, Раҫҫейре ҫулсеренех грипп тата çивӗч респираторла сывлăш çулӗсен чирӗсемпе 30 миллиона яхӑн çын чирлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев