Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Уяв ячӗпе

Хисеплӗ тутарстан çыннисем, Ҫӗпрел районӗн халăхӗ!

Сире Республика кунӗ – Тутарстан Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинченхи Декларацие йышӑннӑ кунпа чӗререн саламлатӑп! Тутарстанăн Патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен Деклараци йышӑннӑ хыççăн иртнӗ вӑтӑр пӗр ҫул пулӑмсемпе пуян тапхӑр – вӗсен хыçӗнче социаллӑ-экономика, ӑс-хакӑлпа культура тата обществӑпа политика аталанӑвӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тӑраççӗ. Ҫак уяв нумай нациллӗ Тутарстан Республикин халăхӗсен пӗрлӗхӗ, тăнăçлăхӗн тата татулăхӗн символӗ. Ку – пирӗн республикăмăрăн аталанӑвӗ, ҫитӗнӗвӗ тата малалла аталанӑвӗн никӗсӗ.

Пирӗн Ҫӗпрел районӗ республикӑпа пӗрлехи ритмра пурӑнать тата аталанать. Пӗр шиксӗр, тӑван районăмăрăн ăнăçăвӗсенче тата ҫитӗнӗвӗнче кашнийӗмӗрӗн  ӗç пайӗ пур. Шӑпах ҫавӑнпа та ҫак уяв тӗрлӗ çулсенчи çынсене –  район аталанӑвӗн ҫӑлкуҫӗсен пуçламăшӗсенче тӑнă тата унӑн историне нумай кăна манăçми страницӑсем хăварнă тава тивӗҫлӗ ветерансене; паян унӑн экономикине аталантаракан, социаллӑ тытăмне лайӑхлатакан ӗҫ ҫыннисене, ыранхи ҫитӗнӗвӗсемпе мăнаçлантарма пултаракан ачасене пӗрлештерет. Тата эпӗ  районӑн малашне те перспективисем питӗ лайăх пуласса, тата та аталану пуласса шанатăп.

Сире чун-чӗререн уяв ячӗпе саламлатӑп, тата  пуринчен те ытларах,  район, республикăмăр ӗмӗр-ӗмӗр çапла аталантӑр тесе сунатăп! Пурнӑҫ савӑнӑҫлӑ тата телейлӗ пултӑр, ачасем савăнса кулччӑр, ҫамрӑксем ӑнӑҫлӑ вӗренччӗр тата тӑрӑшса ӗҫлеччӗр, кашни хӑйне кирлӗ тата ӗҫлӗ туйтӑр, аслисене хисеп пултăр! Район, республика аталанăвне кӗртнӗ пайӗсемшӗн, кӗҫӗн Тӑван ҫӗршыва юратнӑшӑн тата чунтан парӑннӑшӑн Çӗпрел çыннисене тав тӑватӑп. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх, ыранхи куна шанӑҫ сунатӑп! Уяв ячӗпе! Тутарстан Республикин кунӗ ячӗпе!

Марат Гафаров,  Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев