Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Уй-хирсенчи мар, кӗлетри тырă

Районăн çӗр ӗçченӗсем  40204 гектар ҫинче вырса пухмалли  ӗҫсен 30а яхӑн процентне пурнӑҫланӑ

Районти хуҫалӑхсен уй-хирӗсенче тыр çи темпӗ хӗрнӗçемӗн хӗрсе пырать.  Çӗр ӗçченӗсемпе  механизаторсем уяр кунсен кашни сехечӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

«Р.А.Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче те çӗр ӗçченӗсемпе механизаторсем уй-хирсенче ир пуҫласа мӗн тӗттӗмччен ӗҫлеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра Ильгизяр Бохариев, Фарит Басыров ертсе пыракан «Полесье»,  Зульфат Юсупов, Владимир Ширтанов, Алексей Алешкин ертсе пыракан «ДОН-1500» комбайнӗсем  146 гектар лаптăка йышăнакан  хирте сăра тума юрăхлă «Деспина» сортлă урпана вырса çапнă. Çак сортлă урпана хуçалăхра 630 гектар лаптăк çинче акнă. Анчах  ҫумӑрсем çуманни тухăçа çирӗп витӗм кӳнӗ, кашни гектартан тухнă тухăç мӗнпурӗ 17 центнера кăна тӳрӗ килет.

– Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑҫал тухӑҫ чылай сахалтарах, – тет пӑшӑрханса тӗп агроном Анатолий Лесков та.

Комбайнсем çапнă  тырра йӗтем çине «КамАЗ» автомобильсен шоферӗсем  Фарит Шараев тата Николай Абдракменов турттарса тăраççӗ.

– Комбайнерсем пурте опытлă механизаторсем. Çурхи кунсенчен пуҫласа, кӗркуннехи ӗçсем вӗçлениччен хирте вăй хураççӗ, – тет агроном.

Хуҫалӑхра кӑҫалхи çул «К742», «МТЗ-82» тракторсем, «Агратор-8,5» сеялкӑсем, «Тиллер-мастер -1400» культиваторсем, «Пустильга» сӳресем туяннӑ. Июнь уйӑхӗнче Белоруссирен «МУЗ-16» маркăллă  тырă тасатмалли оборудовани илсе килсе вырнаçтарма пуçланă, ҫак кунсенче ӑна усă курма  парӗҫ. Ҫак оборудовани тырра сортсем çине уйăрса,  элеватора таса, паха сортлӑ тырӑ пама май парӗ. Малашне çакăн пекех  ку чухнехи тырӑ типӗтмелли оборудовани илесси пирки те шухăшлаççӗ.

Кунта 450 гектар лаптăка йышăннă ҫурхи тулӑ хирне шăвармалли оборудованисем те вырнаҫтарнӑ. Ял хӗрринче икӗ каскадлӑ плотина тунӑ.     Шăвармалли комплекс сăнава та ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Кӑҫалхи шăрăх та типӗ ҫул унăн кирлӗлӗхӗ, паллах, пысӑк пулнă.

Çутҫанталӑк çӗр ӗçченне яланах сӑнаса тӑчӗ, халӗ те сăнать. Парӑнасшӑн пулмасăр тăрăшса, ҫӗнӗ плансем туса  ӗçлеме, пурӑнма тӑрӑшатпӑр,  – тет хресчен-фермер хуçалăхӗн  тӗп бухгалтерӗ Джамиль Кучатков.

 

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен июлӗн 29-мӗшӗ тӗлне илнӗ  кӑтартусем енӗпе, 9872 гектар çинчи пӗрчӗллӗ культурăсене вырса çапнă. Кашни гектартан тухнă тухăç вăтамран 17,8 центнера тӳрӗ килет. «Цильна» обществăра 1657 гектар лаптăк çинчи пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне пухса илнӗ. Пӗрчӗллисен кашни гектарӗ вăтамран 28,9 центнер тухăç парать. «АгроТрансПорт»  обществăра вара пӗрчӗллисен вӑтам тухӑҫӗ кашни гектартан 27,8 центнера тӳрӗ килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев