Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫутҫанталӑк юнтармӑшӗсем: пӗр каҫ электричествӑсӑр

Ыйтса пӗлнӗ тăрăх, электричество пралукӗсем çинчи пăр хутламӗ 10 сантиметр таран пулнӑ.

Ытларикун çӗрлене «минусовой» юлнӑ сывлӑш температури ир енне «плюсовой» пулса тӑчӗ, ҫумӑр çума пуҫларӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫумӑр тумламӗсем сивве пула пӗр самантрах пӑра çаврăнса пычӗç. Урам катока çаврăнчӗ, вӗтлӗх турачӗсемпе электричество пралукӗсене пӑр сийӗ çавăрса илчӗ. Ыйтса пӗлнӗ тăрăх, электричество пралукӗсем çинчи пăр хутламӗ 10 сантиметр таран пулнӑ.

Паллах, кун пек йывӑрӑша йывăç та чӑтаймасть (социаллӑ сетьсенче йывӑрăшаа пула хуҫӑлса аннă йывăç турачӗсене ӳкерсе илнӗ фотосем курӑнчӗç), уй-хирте электричество юписем хуçăлаççӗ, пралуксем татӑлаҫҫӗ. Ҫавна пула ялсем ҫутӑсӑр, урӑхла каласан, электричествӑсӑр тӑрса юлчӗç.  «Мӗншӗн-ха ҫакӑн пек кӗтмен ҫӗртен килсе тухма пултарнă ларă-тăрăва хатӗр пулман?» тесе кӑмӑлсӑрланакансем те пулчӗç, паллах.  Нумайӑшӗ, ҫӗрле ҫутӑсӑр çӗр каçнă пулин те, электриксем проблемӑна татса парасса чӑтӑмлӑн кӗтрӗҫ.

Проблема, чӑнах та, пысӑк, ӑна пирӗн районти электриксем ҫеҫ тӳрлетсе пӗтереймен пулӗччӗç. «Пӑва электричество сечӗсен» пирӗн районти филиалӗн ертӳҫи Айрат Низамов пӗлтернӗ тăрăх, ҫутҫанталӑк кӳнӗ сиен Çӗпрел районӗнче чи пысăкки пулнă.

– «Пӑрлӑ ҫумӑра» пула 165 ытла электричество юпи хуçăлчӗ, хăшӗ йăваннă. Кӳршӗ районсем те ҫутҫанталӑкӑн çак «юнтармӑшлӑхне» пула сиен курнă, анчах масштабӗсем пирӗн районти пекех мар. Ҫавӑнпа та аварисене пӗтерме Пӑва, Теччӗ, Апастово, Елабуга районӗсенчен бригадӑсем килчӗҫ. Пирӗн тӑватӑ бригада (составра пилӗк ҫын) халӑха электричестăллă тăвассишӗн мӗн май пуррине пурне те ӗçлерӗç тата ӗçлеҫҫӗ, – терӗ Айрат Залялов, лару-тӑру çинчен комментари парса.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров районти аварие пӗтернӗ ҫӗрте электричество сечӗсен ӗҫченӗсем талӑкӗпех ӗҫленине палӑртрӗ.

– Юпасене тăратса лартас, электричество пралукӗсене ҫыхӑнтарас ӗҫе 88 ӗçчене явӑҫтарнӑ, оперативлă майпа 130 электричество юпи, пралуксем илсе килнӗ. Юсав ӗçӗсем ҫӗрӗпех пычӗç, кӗҫнерникун та малалла пыраççӗ, – терӗ вӑл пире.

Ҫак каҫ пире пирӗн пурнӑҫ электричествăпа мӗн таран çыхăннине аса илтерчӗ. Нумай ҫын çутçанталăк кӳнӗ инкек-синкек иртӗ, анчах урӑх тӗрли кăна ан пултăрччӗ, тесе те шутланă пулӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев