Утă çине тухма вăхăт
Ака вӗçленнӗччӗ кăна пек, утă хатӗрлемелли вăхăт та çитрӗ. Районта ку енӗпе техникăн çак кампание хатӗрлӗхне тишкерчӗç
ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерствин çӗрӗç отрасльне аталантарас енӗпе ӗçлекен пайӗн пуçлăхне Ирек Садыкова, район пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Ярухина, районти агроуправлени пуҫлӑхне Талгат Халитова, агроуправленийӗн специалисчӗсене, Çӗпрел районӗнчи тӗп патшалăх инженер-инспекторне Илья Шайхаттарова тата «Россельхозцентрăн» Ҫӗпрелӗнчи филиалӗн ертӳҫине Исламетдин Низамова пӗрлештернӗ комисси районти хуçалăхсен выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникин шайне тишкерчӗ.
Выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникӑна тишкересси «Агро Вест» обществӑн машинӑпа трактор паркӗнче пуçланчӗ. Унтан комисси «Цильна» обществӑра хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсрӗ.
«Цильна» обществӑн директорӗ Борис Гафуров палӑртнӑ тӑрӑх, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ тупӑш кӳтӗр тесен пахалӑхлӑ апат хатӗрлемелле. Обществăн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, «Цильна» хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх валли 20 пин тонна силос, 20 пин тонна сенаж тата 1,5 пин тонна утӑ хатӗрлеме тӳрӗ килет.
Комисси выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникăна: хăй çӳрен машинӑсене, косилкӑсене, сӳресене, утӑ ҫавăракансене, пресс-грузчиксене, тиемелли-пушатмалли машинӑсене тишкерчӗ.
Хӑрушсӑрлӑх техникин правилисене, выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникӑна хӑрушсӑр эксплуатацилесси, техникӑпа пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе инструктажсем ирттерни ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗç. Ҫавӑн пекех, выльӑх апачӗ пухакан комбайнсен хатӗрлӗхӗн шайӗ тата вӗсене механизаторсемпе тивӗçтерӗнни те тӗп тимлӗхре пулчӗ.
Комисси членӗсем «Цильна», «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑн механизаторӗсен ӗҫне пысӑк хак пачӗҫ. Техника кунта юсавлӑ, механизаторсем выльӑх-чӗрлӗх валли кирлӗ апат-ҫимӗҫ запасне вӑхӑтра çухатусемсӗр хатӗрлесе ҫитермеллине лайăх ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Агро Вест» общество, Амосовпа Лысов хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем компание хатӗр пулнине тивӗҫлипе хакларӗç.
Комисси членӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, районти хуҫалӑхсем çак ӗçе туллин хатӗр, пӗрремӗш майсем килсе тухсанах выльӑх апачӗ хатӗрлеме пуçăнма пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев