Урока чӗнсе шăнкăрав янăрать
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче 2045 ачашăн районăн 28 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсем хăйсен алăкӗсене уҫрӗç. 171 ача пӗрремӗш класа вӗренме килчӗ
Тинех, Ҫӗпрел районӗнчи шкулсенче чăтăмсăррăн кӗтнӗ пӗрремӗш шӑнкӑрав сасси янӑрарӗ. Коронавирус сарăлнине пула, март уйӑхӗнчен вăхăтлăха дистанциллӗ майпа вӗрентесси çине куçма тивӗçлӗ пулнăччӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче вара вӗсем, мӗнпур требованисене те пурнăçласа, хăйсен вӗренекенӗсемшӗн алăкӗсене уçрӗç, учрежденисенче торжествăлла мероприятисем иртрӗҫ.
Пӗлӳ кунӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Патшалăх пурлăхӗ енӗпе управляющийӗн Федеральлӗ агентствин Тутарстан Республикинчи территориальлӗ управленийӗн пуçлăхӗ Альберт Хайретдинов Кивӗ Чукал шкулӗнче пулчӗç. Кунта çӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ кӑҫал юсанӑ ҫуртра пуҫланчӗ. Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе пурнӑҫлакан республика программисем «Çутӗç» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Кивӗ Чукал пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта тӗп юсав ирттернӗ. Ҫу каçипе кунта чӳречесем, ҫӗнӗ алӑксем лартрӗç, ӑшӑтмалли системӑна ҫӗнетнӗ, стенасене, урайне ҫăрланă. Ку ӗҫре çак ялта çуралса ӳснӗ, тăван еншӗн чунтан тăрăшакан предпринимательсем, ырӑ ҫынсем те пулăшу панă.
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче 2045 ачашăн районăн 28 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсем хăйсен алăкӗсене уҫрӗç. 171 ача пӗрремӗш класа вӗренме килчӗ
«Сентябрӗн 1-мӗшӗ – ачалӑхпа ҫамрӑклӑхӑн чуна пырса тивекен уявӗ, туссемпе, вӗрентекенсемпе, ҫӗнӗ пӗлӳсемпе тӗлпулу кунӗ те. Ҫак кун пӗрремӗш класа килекен ачасем уйрăмах саламлă сăмахсене тивӗҫлӗ – вӗсемшӗн шкул пӗрремӗш хут алӑксене уҫать. Вунпӗрмӗш класра вӗренекенсемшӗн вара, тăван шкулӗсенче юлашки вӗренӳ ҫулӗ», тесе хăнасем вӗренекенсене вӗренӳре ăнăçусем, аслă пурнăç çине ура пуснă хыççăн вӗсене ашшӗ-амӑшӗсене тата вӗрентекенӗсене тӗрлӗ отрасльти ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарма сунчӗҫ. Марат Гафаровпа Альберт Хайретдинов юсавлӑ шкул класӗсене пӑхса тухрӗҫ, вӗренекенсемшӗн тунă ҫӗнӗ условисемпе паллашрӗҫ. Кӑҫал Кивӗ Чукал тӗп пӗлӳ паракан шкулта 55 ача вӗренӗ, 1-мӗш класа икӗ вӗренекен килнӗ. Тирпей-илем кӗртнӗ, юсавлă шкула курма 87 ҫулхи Гульджиган Хусаинова та килнӗччӗ. «Эпир ача чухне çакăн пек шкулсем çукччӗ çав», – терӗ вăл, вӗренӳ çуртне ăмсаннине пӗлтерсе. Марат Гафаровпа Альберт Хайретдинов 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗнче Пӗлӳ кунне халалланă мероприятире те хутшăнчӗç. Кунта пӗрремӗш хут шкул алăкне уçса 46 ача утса кӗрет. 11-мӗш класа 15 вӗренекен вӗçлӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗрремӗш кунӗсенченех вӗренекенсене, пандеми условийӗнче, пӗлӳ памалли çӗнӗ правилăсене, уроксен режимӗ тата ытти нумай кăна улшăнусене хăнăхса пӗлӳ илме тӳрӗ килӗ.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче ăнăçусем, çитӗнӳсем ытларах пулччăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев