Ҫурхи призывра Çӗпрелӗн 33 каччине Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретне çар службине илӗç
«Призыв» пуçланчӗ
Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинăн Указӗпе килӗшӳллӗн 2022 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре ҫурхи призыв кампанийӗ пуҫланчӗ, вăл кӑҫалхи çулăн июлӗн 15-мӗшӗччен пырать.
Документра 2022 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене ҫар службине илесси запасра пулман тата «Çар тивӗҫӗпе ҫар служби çинченхи» 1998 ҫулхи мартăн 28-мӗшӗнчи 53-ФЗ номерлӗ Федераци законӗпе килӗшӳллӗн 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫула ҫитичченхи çынсем валли вăя кӗрет тесе палăртнă.
РФ Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, васкавлӑ службӑна чӗнсе илнӗ салтаксем ятарлă ҫар операцийӗсене хутшӑнмаҫҫӗ, ҫар служби вӗçленсен вӗсене запаса кăлараççӗ, пурӑнакан вырӑнӗсене ăсатаççӗ.
Ҫар службине чӗнтерни – вăл медицина тӗрӗслевне тата призыв комиссийӗн ларӑвӗсене килессине, çаплах, ҫар комиссариачӗн кун йӗркинче кӑтартнӑ вăхăтра тата çар службине пурнăçламалли вырăна каяссине кӗртекен мероприятисен комплексӗ.
Апрелӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗпрел районӗнче те призывниксен сывлӑхне тӗрӗслес енӗпе ӗҫлекен комисси ӗҫе тытӑнчӗ.
Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх çамрăксем Раççей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче служить тума юрӑхлипе юрӑхлӑ маррине палӑртӗç. Ҫурхи призывра районтан 33 каччă Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме кайӗç, тесе шутлаççӗ.
Коронавирус инфекцийӗ сарӑлас хăрушлăхпа çыхăнтарса, тӗрӗслев вăхăтӗнче санитари нормисем: маска режимӗ, термометри, алӑсемпе пӳлӗмсене ӗçе кӗртесси, социаллӑ дистанцие пӑхӑнас енӗпе правилăсем пурнăçланаççӗ.
– Ҫӗпрелӗн каччисемпе мухтанма пулать, вӗсем комиссие вӑхӑтра килсе иртеҫҫӗ, ҫар службине те хӑйсен ирӗкӗпе кайса, нимӗнле проблемӑсӑрах службӑра тăрса таврăнаççӗ.
Районти Культура çуртӗнче пулас салтаксемшӗн «Призывник кунӗ» ятлă мероприяти иртрӗ
Мероприятире хутшăннă хӑнасем призывниксене саламларӗç тата ырӑ сунăмсем сунчӗç.
Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов:
Ҫар служби – патриотизм, дисциплина воспитанийӗ паракан шкул. Ҫак пахалӑхсем кашни ҫыннӑн çамрăкранах пур. Ҫар вара ӑна тата ытларах аталантарать. Унта пӗр-пӗрне пулӑшмалли, Тӑван çӗршыв – сăваплă ҫӗр, ӑна упрас пулать текен ӑнланусене тата та лайӑхрах ӑнланатӑн.
Пӑва тата Ҫӗпрел районӗнчи ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин:
– Раççей салтакӗн ятне Çӗпрелӗн каччисем, кирек ӑҫта служить тусан та, тата та çӳлерех çӗклеççӗ.
Олег атте тата район мухтасибӗ Данир хазрат Шарафутдинов:
– Çар службин срокне ырă-сывă пурнăçласа, тăван ене таврӑнмалла пултăр сире, каччăсем!
Ветерансен районти совечӗн ертӳçи Рустам Хамидуллин тата афганецсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов:
– Ҫар службине пирӗнтен кашниех иртнӗ. Пирӗн шӑпа тӗлне вӗри тăчкăсенче пулма те пӳрчӗ. Ырă-сывă таврӑнтӑмӑр. Сире те службăра ăнăçусем сунатпӑр.
Çурхи призывпа салтака каякан Çӗнӗ Чукал ялӗн каччи Нияз Гайнутдинов:
– Кашинех çăмăл служба сунатăп. Çак сăваплă çула эпир те тивӗçлӗ иртӗпӗр, тесе шутлатăп.
Призывниксемпе мероприятие килнисен кăмăлӗсене республикăн тата Чăваш Енӗн эстрада артисчӗсем те çӗклентерчӗç. Вӗсен тематика сăввисем тата юррисем, ташшисем кашнин кăмăлне кайрӗ. Видеослайдсенче Çӗпрел каччисен çар пурнăçне кăтартрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев