Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫуран ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр!

Район центрӗнче тротуарсем ҫӗнелеҫҫӗ, хушма ҫутӑсем вырнаçтараҫҫӗ

Юлашки ҫулсенче ҫул-йӗрсене юсанипе пӗрлех, тротуарсем тӑвас енӗпе пысӑк ӗҫсем пурнăçлаççӗ. 

— Эпир ҫав ҫуран ҫӳремелли çула питӗ кӗтрӗмӗр. Ӗмӗтӗмӗрсем, тинех, пурнӑҫланчӗç, — теҫҫӗ ҫак ҫулсем тăрăх кашни кунах ӗҫе ҫӳрекенсем.

Чӑнах та, тротуарсем тикӗс, яка, чи пахи — хӑрушсӑр! Хӑрушсӑр тени — тротуарсене ятарлӑ тимӗр картапа тытса илни.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин инфратытӑм ыйтӑвӗсем енӗпе çумӗ Радик Багаутдинов каланӑ тӑрӑх, 2024 ҫулта Строительная, Техническая, ӗлӗкхи МСО организацийӗн умӗнчи тротуарсене ҫӗнетме палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне ку ӗçсем вӗҫленнӗ, ҫутăсем вырнаçтарасси ҫеҫ юлнӑ.

Пур ӗҫе те «Татавтодор» обществӑн районти филиалӗн ӗçченӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ.

— Кӑҫалхи сезон «хӗрӳ» пулчӗ. Район центрӗнче, сӑмахран, нумай профильлӗ лицей тавра, пысӑк ӗҫсем туса ирттертӗмӗр. Ялсем патне кӗмелли ҫулсене те юсанӑ. Пирӗн мӗнпур строительство материалӗсем, техника пур. Ахальтен каламаҫҫӗ: «Çулсем — пурнӑҫ артерийӗ», тесе. Халăх унпа савăнса усӑ куртӑрччӗ, — тет организацийӗн районти участокăн ертӳҫи Айрат Санатуллин. 

Вӑл каланӑ тӑрӑх, районта ҫулсем, тротуарсем тӑвасси малашне те тӑсӑлӗ. Апла пулсан, савӑнмалли сӑлтавсем тата ытларах пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев