Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫураки ӗçӗсен хатӗрлӗхне тишкерчӗç

Ятарлӑ комисси хуҫалӑхсен, агрофирмӑсен филиалӗсенчи, хресчен-фермер хуçалăхӗсенчи техникăн ҫурхи хир ӗҫӗсен хатӗрлӗхне пӑхрӗ

Тутарстан                     Республикин хăй    çӳрен машинӑсен тата ытти техникӑн техника шайне пӑхса тӑрас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн  начальникне Альберт Бурганова, ТР Патшалăх техника надзорӗн управленийӗн специалистне Ильнур Замалетдинова, район пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Ярухина, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникне Талгат Халитова, ТР Патшалăх инженер-инспекторне Ильдар Шайхаттарова, «Россельхозцентрăн» районти филиалӗн ертӳҫине Исламетдин Низамова пӗрлештернӗ комисси ял хуçалăх организацийӗсенче пулса, малтан пӗлтернӗ уй-хир ӗҫӗсен хатӗрлӗхӗн конкурсӗн кăтартăвӗсене палăртрӗ.

Ака техникине тӗрӗсленӗ чухне комисси техника хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене, техникӑна хӑрушсӑр эксплуатацилемелли, техникӑпа пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе инструктажсене туса ирттересси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхрӗ. Чи малтанах ҫураки техникин хатӗрлӗхне тата вӗсемпе çӳреме прависем пулнă механизаторсемпе тивӗçтерӗннине те тӗрӗслерӗç. Специалистсемпе механизаторсене тракторсене, кӑкармалли агрегатсене хӑрушсӑрлӑхсӑр эксплуатацилеме палӑртассине тимлӗхе илме сӗнчӗç.

Унтан комисси ӗҫе пӗтӗмлетсе, ял хуҫалӑх организацийӗсем ҫурхи хир ӗҫӗсене хатӗр пулнине пӗлтерчӗ.

– Хӑш-пӗр тракторсене юсамалла пулсан та, пӗтӗмӗшле илсен, район ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене паянтанах пуçăнма пултарать, – тет Талгат Халитов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев