Ур-ра, каникул: ачасен çуллахи канăвӗ пуçланчӗ
Анат Чакăри вӑрман уҫланкинче вырнаҫнӑ «Чайка» канупа сывлăха çирӗплетекен лагерьте ачасем кăмăллăн канаççӗ
Лагерь июнӗн 1-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçларӗ. Çак кунсенче вара ачасен канăвне савăнăçлă лару-тăрура уçрӗç.
Мероприяти уҫӑ сывлӑшра, урамра иртрӗ. Сменӑна уҫнӑ ятпа ялавсем ҫӗклерӗç, отряд командирӗсем аслӑ вожатӑйсене рапорт пачӗç, ачасем отрядсен ячӗсене тата девизӗсене сӗнчӗç.
Савӑнӑҫлӑ мероприятире Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов та хутшӑнчӗ. Вăл ачасене тата вожатӑйсене лагерьте ҫуллахи кану пуҫланнă ятпа саламларӗ. Тахҫантанпа кӗтнӗ каникул вӑхӑтӗнче кăмăллăн канса, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне вăй, çӗнӗ идейăсемпе хавхаланса, энерги пухма сунчӗ.
Вожатӑйсем каланӑ тӑрӑх, лагерьте ачасене интереслӗ программа кӗтет. Нумай кăна тематикăлла тӗлпулусем, тӗрлӗ мастер-классем, вӑйӑсем, дискотекӑсем ирттерме палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне, район центрне çулçӳрев, ишмелли бассейнра сывлӑхӗсене ҫирӗплетессине йӗркелӗҫ. Пурӗ виҫӗ сменӑра 180 ача канӗ теççӗ. Кунсӑр пуҫне, тӑваттӑмӗш смена та ӗҫлӗ. Вӑл палаткăллă пулать, лагере пӗтӗм республикӑран ачасем канма килӗҫ.
Районти çутӗç уйрăмӗн начальникӗн çумӗ Гулия Усманова сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, ҫуллахи тапхăрта ачасене шкул ҫумӗнчи лагерьсене те явӑҫтарӗҫ. Пӗтӗмлетсе каласан, шкул ҫумӗнчи лагерьсенче 600 ача канӗ, ӗҫпе кану лагерӗсене 200 ача çӳрӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри лагерьсене те канма кайма планланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев