Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Упи шкулӗ 186 ҫул тултарнине палӑртрӗ

Икӗ ӗмӗр тăршшӗнче

«Петр Васильевич Дементьев ячӗллӗ Упи вӑтам шкулӗнче» педагогсем, тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнисем, хӑнасем чаплӑ мероприятие пухӑнчӗҫ. 

Мероприятие район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин тата районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов та килнӗччӗ. 
Архив докуменчӗсенчен курăннă тӑрӑх, Упи ялӗнче 1839 ҫулта пӗлӳ паракан организацийӗн никӗсне хывнă.

Ӑна хутăш пуçламăш халӑх училищи тенӗ.
1903 ҫулта дворянин Андрей Францевич Карч-Карчевский тӑрӑшнипе пӗр класлӑ пуҫламӑш халӑх училищине уҫаççӗ.
1921 ҫулта шкула кӑтартуллӑ район-тӗрев шкулӗ туса улăштараççӗ. Упи шкулӗн функцине районти шкулсене методика пулӑшӑвӗ парасси кӗрет. 

1934 ҫулта шкул ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пулса тăрать, 1961 ҫулта сакăр çул вӗренмелли шкул пулса ҫӗнелет, 1966 ҫулта вӑтам шкул пулса тӑрать. 2016 çултанпа «Икӗ хут Социализмла Ӗҫ Геройӗ Петр Васильевич Дементьев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Упи вӑтам шкулӗ» ятпа хисепленсе тăрать. Паянхи кун Упи вӑтам шкулӗнче 20 вӗрентекен 72 вӗренекене пӗлӳ парать. Преподавательсенчен иккӗшӗ аслӑ категориллӗ, 15шӗ — пӗрремӗш категориллӗ.

Мероприяти хӑнасемпе вӗренсе тухакансене шкулăн 186 ҫуллăхӗ ячӗпе саламланинчен, шкула парнесем, мероприятие йӗркелекенсене районти çутӗç пайӗн Тав ҫырӑвӗсем, район администрацийӗнчен парнесем парассинчен пуҫланчӗ. 
Çак шкултан вӗренсе тухнӑ Владимир Ярухин пуҫарнипе паян Упи вӑтам шкулӗн хӑйӗн ялавӗ пур. Владимир Ярухин регионсем хушшинчи обществăлла организацийӗн Ульяновск облаҫӗнчи уйрӑмӗнчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, районта чи малтанхисенчен пулса гуманитари пулӑшӑвӗ пама пуҫланӑ Упи вӑтам шкулне «СВОна пулӑшнӑшӑн» медальсем пачӗ тата ăна шкулăн ялавӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ.

Чаплӑ мероприятие юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн шкул музейне уҫнипе малалла тӑсрӗҫ.
2024 ҫулта Упи шкулӗ «Шкулăн историйӗ» экспозици тăвассишӗн «Хамăр историе упратпăр» проектпа Президентăн Культура пуҫарӑвӗсен фончӗн грантне çӗнсе илет. Музейӗн пӗрремӗш кӗтесне вара 1964 ҫулта уҫнӑ, музей ӗҫне Зоя Андреевна Ермолаева илсе пынӑ. Унӑн ӗҫне Николай Григорьевич Хмелев малалла тӑсать. Шкул учителӗсене аса илтерекен альбомсем, хаҫатсенчен касса илнӗ хыпарсем — информаци мулĕ, историри хаклӑ ҫӑлкуҫа — пуҫтарнӑ.

Ун хыҫҫӑн музей ӗҫне малалла тӑсакан Николай Николаевич Музыкантов пулса тӑнӑ. 1997 ҫулта ҫӗнӗ шкулти музей ҫуртӗнче музей валли яланхи вырӑн тупӑннӑ, пысӑк кабинет уйӑрнӑ. Музей активӗ, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пулӑшнипе ҫӗнӗ экспозицисем йӗркеленеҫҫӗ. Халӗ ашшӗн ӗҫӗ малалла илсе пыраканӗ —Марина Николаевна Музыкантова. 2007 ҫултан пуҫласа музее Наталья Николаевна Куракина ертсе пыма пуçлать. 2016 ҫулта музейре юсав ирттернӗ, «Хресчен пӳрчӗ» ҫӗнӗ экспозици йӗркеленнӗ.

Музее уҫмашкăн хăйăва касма Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ветеринари врачне, шкултан нумай çул каялла вӗренсе тухнӑ Зинаида Лукьянована, шкул директорне Сергей Молгачева тата 1 класра вӗренекен Анна Трофимована парăнчӗ. Хӑнасем валли ҫак кун кӗске экскурси ирттерчӗҫ.
Кӑнтӑрла иртсен шкулăн ҫуралнӑ кунне халалласа йӗркеленӗ чаплӑ мероприяти — уяв концерчӗ пулчӗ. 
Мероприяти пынӑ май сцена ҫинче шкул, шкул администрацийӗн тата педагогика коллективӗн адресӗпе ӑшӑ сӑмахсем нумай янӑрарӗҫ. Тухса калаçакансенчен кашниех хӑй вӗреннӗ ҫулсене аса илчӗ, вӗрентекенсене тав турӗ, шкула малашне те ҫитӗнӳсем сунчӗ. Пурнăçран уйрăлса кайнă вӗрентекенсене аса илсе пӗр минут шăп тăчӗç.
Çак мероприяти йӗркелекенсене, ӗҫре чи пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене парнелесси те пулчӗ.
Шкул директорӗ Сергей Молгачев ял ҫыннине Сергей Тихонова, ҫар учечӗ енӗпе специалиста Елена Морозована, П. В. Дементьев ячӗллӗ музейӗн заведующине Юрий Адъютантова, Çӗнӗ Упи ялӗн Культура çурчӗн художество ертӳҫине Алиса Чувашована тата Культура çурчӗн заведующине Марина Краснована, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Александр Ярухина Тав ҫырӑвӗсем пачӗ. Ҫавӑн пекех, залра ларакан педагогика ветеранӗсене чечексемпе парнесем валеçрӗç. 

Алексей Ярухин, район пуçлăхӗн çумӗ:

— Шкул традицийӗпе историйӗ питӗ тӗлӗнмелле. Кунта мӗн чухлӗ талантлӑ преподавательсем ӗҫленӗ тата ӗҫлеҫҫӗ те. Тавтапуҫ сире ӗҫӗршӗн, тата та пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сунатӑп, — терӗ.

Шкулăн историйӗ

Архив докумĕнчĕсене тишкерсен, 186 çул каялла, 1839 ҫулта Упи ялӗнче прихут училищи уҫӑлнӑ. 1847 ҫулта чиркӳ ҫумӗнче чиркӳпе прихут шкулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. 1903 ҫулта помещик Андрей Францевич Карчевский тӑрӑшнипе, хӑйӗн укҫипе пӗр класлӑ пуҫламӑш халӑх училищине уҫнӑ. Ку ҫурт халӗ те ларать. 1934 ҫулта шкул ҫичӗ ҫуллăх пулса тăрать. 1935-1936 ҫулсенче шкул директорӗ Нина Максимовна Кузнецова пулнӑ. Çав вăхăтра икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт туса лартнӑ. 
1964 ҫулта пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Зоя Андреевна Ермолаева тӑрӑшнипе таврапӗлӳ музейӗ уҫнӑ.
1980 ҫулта шкулӑн кивӗ ҫуртне юсанӑ, кухня тата столовӑй, гараж тунӑ.
1993-95 ҫулсенче директор пулса Анатолий Иванович Сердцев ӗҫленӗ, 1995-2001 ҫулсенче Николай Николаевич Хмелев директор пулнӑ, 2001-2017 ҫулсенче Венера Михайловна Мошкова директор пулса ӗçлет, 2017 ҫулхи июль уйӑхӗнче шкула Наталья Анатольевна Гаврилова (Сердцева) ертсе пырать, ҫӗнӗ 2018 вӗренӳ ҫулӗнчен пуçласа 2022 ҫулччен Светлана Валерьевна Хованская (Емельянова) директор ӗçне пурнăçлать. 2022 ҫултан пуçласа, хальхи вӑхӑтра шкул директорӗ — Сергей Агафонович Молгачев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев