Упи ялӗнче Акатуя уявларӗç
Акатуй — чӑваш халӑх уявӗ, вӑл ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗçленсен ирттерекен, хуласемпе ялсенче пурăнакансене, тӗрлӗ ӑру ҫыннисене пӗрлештерекен уявсенчен пӗри
Июнӗн 10-мӗшӗнче Упи ялӗнче «Акатуй» чӑваш наци уявӗ иртрӗ. Акатуй пуҫланас умӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, уявăн хӑнисемпе, пӗрле, район пуçлăхӗн çумӗпе Алексей Ярухинпа тата районти чăваш ял пуçлăхӗсемпе Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнӗ ентешсене тата хӑйӗн ҫар тата служба тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланă Упи çыннисене асӑнса лартнă палӑк умне чечексем хучӗ.
Акатуй лаптăкӗнче иртенпех юрă-кӗвӗ янӑрарӗ, хӑнасене кунта «Хӗлхем», «Çӗпрел», А. Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» тата «Суварята» ансамбльсем кӗтсе илчӗç. Тӗрлӗ суту-илӳ речӗсем йӗркеленӗччӗ. Ачасем валли карусельсем, чуччусем вырнаҫтарнӑ, вӗсем савӑнсах батут ҫинче сикрӗç.
Мероприятие ТР Халӑхсен Ассамблейин Ӗҫ тӑвакан Комитечӗн ертӳҫи Константин Яковлев, РФ Патшалăх культура ӗçӗнчи премийӗн лауреачӗ, «Созвездие — Йолдызлык» тата «Наше время — Безнен заман» фестивалӗн генеральнăй продюсерӗ Дмитрий Туманов, ТР Патшалăх телерадиокомпанийӗн директорӗн çумӗ Дмитрий Второв, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн ертӳçи, Сильвия Чаркина, РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен запасри полковникӗ Валерий Колпаков, краевед, запасри подполковник Владимир Ярухин, Çвятуй-Успени-Печорски монастырӗн насельникӗ архимандрит Филарет (Кольцов), Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн Социаллă политика, наци ыйтăвӗсен комитечӗн пуçлăхӗн çумӗ, Ксения Семенова, Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин тата ытти хисеплӗ хӑнасем килнӗччӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров уявра хутшӑнакансене чăвашлах саламларӗ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисене упраса хӑварнӑшӑн ял ҫыннисене тав турӗ, сывлӑх, ăнăçусем тата çак илемлӗ традицисене малалла аталантарма сунчӗ.
Килнӗ тата таврӑннӑ хӑнасем те пурне те уяв ячӗпе саламларӗҫ, пурне те ырлăх-сывлăх, мирлӗ тӳпе сунчӗҫ.
Уяв вӑхӑтӗнче тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Тав ҫырӑвӗсене, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ ятпа асӑнмалăх медальсем, Тутарстанри Халӑхсен Ассамблейин Тав ҫырӑвӗсене, Тутарстан Республикинчи Чӑваш Наципе культура автономийӗн Хисеп грамотисене, «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин Тав ҫырӑвӗсене тата «Сувар» хаҫат редакцийӗн Тав çырăвӗсене, Тутарстан Республикинчи чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн Хисеп грамотисене, Чӑваш Наци конгресӗн тата чӑваш наципе культура центрӗн президенчӗн Хисеплӗ грамотисене тата ытти наградӑсене пачӗç.
Кӑҫал районти пӗрремӗш хут чӑваш драматургӗн, писателӗн Анатолий Сафронович Чебановăн премине йӗркеленӗ. Уявра Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗнче тăван чӗлхепе литературăна вӗрентекен Надежда Григорьевана, тӑван чӗлхепе литература, предмечӗпе тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсенче ҫӗнтернӗ Василиса Павлована тата Тутарстанăн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, «Хӗлхем» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫине Людмила Сердцевана Чебанов премине пачӗç. Палӑртса хӑвармалла, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗнӗ чухне ҫак преми пулас студентсене хушма балл парӗ.
Уявра ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем йӗркеленӗ чӑваш ялӗн кил-картисем те ӗҫлерӗҫ. Кунта хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе, сăрапа хӑналарӗç.
Кӑнтӑрла «Акатуй пики — 2023» илемпе талант конкурсӗ пуҫланчӗ, уявăн хӑнисем чӑваш пикисем юрра-ташша ăста пулнине курса киленме пултарчӗҫ.
Торжествăлла майпа уява уçнă хыҫҫӑн, лаптăкра спорт ӑмӑртӑвӗсем, вӑйӑсем пуҫланчӗҫ. Пысӑккисем те, ачасем те спорт тӗсӗсемпе — кӗрешесси, канат туртассси, армспорт, шалча тӑрӑх хӑпарасси, михӗсем тăхăнса чупасси, пӗрене ҫинче михӗпе çапăçасси, кире пуканӗсем ҫӗклесси, ҫӑмӑл атлетика, турник ҫинче йăтӑнасси пек вăйăсенче хăйсен вăй-халне тата ҫаврӑнӑҫулӑхӗсене кӑтартса пачӗҫ. Кашни спорт тӗсӗ енӗпе çӗнтерӳҫӗсене палӑртса, вӗсене грамотăсемпе парнесем пачӗç.
«Акатуй» уявӗ тахҫантанпах хӑйӗн традицийӗсемпе чыслă, вӗсенчен пӗри — ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе çӗнтерӳçӗне — абсолютлӑ паттӑра парнелесси. Ҫак йӑла кӑҫал та сыхланса юлнӑ. Кӗрешӳҫӗсем 35, 40, 50, 60, 70, 80, 85 килограмм тата унран та ытларах виçе йывăрăшӗнче вăй виçрӗç. Ульяновск облаҫӗнчен Денис Сетнеров кӗрешӳре чӑн-чӑн паттӑр пулса тӑчӗ, чи пысӑк парнене — такана та ăна пачӗç.
Лаптăкра тата сцена ҫинче кунӗпех хăйсен таланчӗсемпе халăхăн художество пултарулӑхӗн коллективӗсем хӑйсен юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗҫ. Акатуй лаптăкӗнче артистсем çумне хушăнса халӑх ташларӗ, юрларӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев