Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Умра çӗнӗ ăнăçусем кӗтчӗр!

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2023 ҫула ҫӗршывра

 

Педагог тата наставник ҫулталӑкне халалланă мероприятисен шайӗнче район пуçлăхӗ Марат Гафаров пӗр ушкăн вӗрентекенсемпе тата наставниксемпе тӗл пулчӗ.

Калаçу пынă хушăра район пуçлăхӗ педагогсен обществăра мӗнле вырăн йышăнни çинче чарăнса тăчӗ

– Шӑпах эсир кашни вӗренекенӗн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнатӑр.  Вӗсене тивӗçлӗ çул-йӗр, пӗлу тата воспитани паратăр.

2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх кӑна та пирӗн районта 1025 вӗренекен муниципалитет шайӗнчи олимпиадӑсене хутшӑннӑ. Вӗсенчен 167-шӗ ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулса тӑнӑ. 42 вӗренекен республика шайӗнчи предмет олимпиадисенче хăйсен пӗлӗвӗсене сăнанă. Ку пӗтӗмпех сирӗн ӗҫӗрсен кăтартăвӗ. Сире сывлӑх, малашне те ăнăçусем çӗнсе илме сунатӑп, – терӗ Марат Ринатович.

Район пуҫлӑхӗ, ҫавӑн пекех, шкулсенче предмет кабинечӗсене йӗркелес, пӳлӗмсене юсас, апат-ҫимӗҫ блокӗсене тӗпрен юсас енӗпе ӗҫ малалла тӑсӑласси ҫинчен каласа иртрӗ.

Педагогсем те сăмах каларӗç. Вӗсем район пуҫлӑхне Марат Гафарова тата район ертӳҫине пӗлӳ тата воспитани парас процесра ялан пулӑшса тăнăшăн, ӗçӗсене хакланăшăн тав тав турӗҫ.

Тӗлпулу вăхăтӗнче 2021-2022 вӗренӳ ҫулӗнче предмет олимпиадисенче ҫӗнтерӳҫӳ тата призер пулмалăх вӗренекенсем хатӗрленӗшӗн вӗрентекенсене парнелесси те пулчӗ. Матак вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентекен Надежда Старшова, Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче ОБЖ вӗрентекенӗ Альфик Миннебаев, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче технологи вӗрентекен Сергей Одинцов, Аслă Аксу вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем Валентина Ярмушова, Нина Ларионова, Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Татьяна Карсакова, Чӑваш Çӗпрел вăтам шкулӗнче чăваш чӗлхине вӗрентекенсем Валентина Петрова, Альбина Артемьева, Упи вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Надежда Сердцева, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Эльмира Яфизова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче тутар чӗлхине вӗрентекен Миляуша Фатхуллина, Кивӗ Шемӗршел шкулӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентекен Лейсан Ханбикова, Аслă Аксу вăтам шкулӗнче акăлчан чӗлхине вӗрентекен Елена Митрошкина, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейри физика вӗрентекенӗ Альфинур Амирханова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче физика предмечӗпе вӗрентекен Шамиль Тазетдинов, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейри хими вӗрентекенӗ Ирина Ильина 10 пин тенкӗлӗх сертификатпа парнеленчӗç.

 

Çак темăпах

2023 ҫулхи февралӗн 14-мӗшӗнче Хусан федераллă университетӗнче Тутарстан Республикинче Педагогпа наставник çулталӑкне уҫрӗç. Унпа Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов хутшӑнчӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи педагогсемпе наставниксем Хусанта, çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов ертсе пыракан делегаци йышӗнче, мероприятире хутшӑнчӗç. Видеоконференци режимӗпе Тутарстан Республикинчи пур районӗсем те çыхăнчӗç.

Мероприятие хутшӑнакансене РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов, çавӑн пекех Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов саламларӗç. «Педагог тата наставник çулталӑкӗ» шайӗнче вӗрентекенсен профессийӗн сумне ӳстермелли мероприятисем, профессиллӗ педагогика конкурсӗсем, форумсем, фестивальсем, конференцисем, слетсем, вулавсем ирттерӗҫ, педагогика династийӗсем ҫине пысăк тимлӗх уйӑрӗҫ, электронлӑ сборник туса хурӗҫ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев