Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫулталӑка пӗтӗмлетрӗç

Ҫӗпрел районӗ Тутарстан Республикин экономикине пысӑк пай кӗртет

Районăмăр Тутарстан экономикинче пӗлтерӗшлӗ паха вырăн йышăнни çинчен район Совечӗн 36-мӗш отчет ларӑвӗнче пӗлтерчӗç. Ларура 2023 ҫула пӗтӗмлетрӗç, 2024 ҫул валли задачӑсем палӑртрӗç.

Мероприятире ТР Патшалӑх Совечӗн ертӳçин ҫумӗ Юрий Камалтынов, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗсем Ринат Гайзатуллинпа Шакир Ягудин, Тутарстан тата Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федераци агентствин регионсен хушшинчи территори управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов хутшӑнчӗ.

Ларăва килнисем районти Культура çурчӗн фойинче предприятисен, уйрӑм предпринимательсен, кооперативсен продукцийӗн куравне интересленсе пӑхрӗҫ, ҫавӑн пекех, харпӑр хăй ӗçне йӗркелекен граждансен, библиотекӑсен, тавра пӗлӳ музейӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.

Лару ӗҫне уҫнӑ май, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров 2023 ҫулта социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кăтартăвӗсем тата 2024 ҫул валли задачӑсем ҫинчен калаçрӗ. Вӑл Тутарстан Республикин Раисне Рустам Минниханова тата правительствӑна районти пысӑк ыйтусене татса пама пулӑшнӑшӑн тав турӗ.

Ял хуçалăхӗ — тӗп отрасль

Марат Гафаров палӑртнӑ тӑрӑх, экономикӑра йывӑрлӑхсем пулсан та, ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх территорири продукт 9 миллиард та 139 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Района 1,9 миллиард тенкӗ чухлӗ инвестици явӑҫтарнӑ. Инвестицисен ҫурри ытларахăшӗ аграри секторне тӳрӗ килет. Ҫакӑ вара «Чистополье» Холдинг компанийӗпе ҫыхӑннӑ.

Ял хуҫалӑхӗ — районăн экономикин тӗп отраслӗсенчен пӗри. Ҫавӑнпа район пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑх отраслӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса иртрӗ.

— Ял хуҫалӑх енӗпе район республикӑра 15-мӗш вырӑна йышӑнать, 2022 ҫулхипе танлаштарсан 8-мӗш позицие хӑпартӑмӑр. Иртнӗ çул 3,3 миллиард тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ (2022 ҫулпа танлаштарсан ӳсӗм 104%) туса кӑларнӑ. Хуҫалӑхсенче 2024 ҫулхи тырпул тухӑҫлӑхӗшӗн ҫирӗп никӗс хывнӑ, 8,3 пин тонна шайӗнче пӗрчӗллӗ культурăсен вӑрлӑхне хатӗрленӗ. 10,2 пин гектар лаптăкра кӗрхи культурăсем акнӑ. — Ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтра туса ирттерни тата пахалӑхлӑ продукци илни те хуҫалӑхсене техника тӗлӗшӗнчен пуянлатнинчен килет. 2023 ҫулта 925 миллион тенкӗлӗх 224 единици техника тата оборудовани туяннӑ, — терӗ Марат Гафаров.

Докладчик иртнӗ ҫул выльӑх-чӗрлӗх отраслӗшӗн питӗ кӑткӑс пулнине палӑртрӗ. Выльӑх-чӗрлӗхсен продуктивлăхӗ кашни хуҫалӑхӑн ҫирӗплӗхӗшӗн тӗп кӑтарту пулса тӑрать. Районти ял хуҫалӑхӗнче 7689 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, ҫав шутра 3054 ӗне пур.

Выльӑх апачӗн ҫирӗп никӗсӗ тата выльӑх-чӗрлӗх отрасльне хальхи технологисене ӗҫе кӗртнине пула сӗт туса илмелли калӑпӑша ӳстерме май парать. Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх районта 21,7 пин тонна сӗт (2022 ҫулпа танлаштарсан ӳсӗм 206%) туса хатӗрленӗ. Сӑвакан ӗнесен продуктивлăхӗ 7496 килограма тӳрӗ килет. Туса кӑларнӑ сӗт-ҫу продукцийӗн ҫурри «Цильна» обществӑна пырса тивет.
Марат Ринатович уйрӑмах Барис Гафуров ертсе пыракан «Цильна» хуҫалӑхӗ çинче чарӑнса иртрӗ.

— 2023 ҫулта хуҫалӑх выльӑхсен йышне 103% ӳстерчӗ. 160 пуҫ пӑру валли шутланнă здание юсаса ҫӗнетнӗ, выльӑх апачӗн склачӗсене бетонланӑ, шывпа тивӗҫтермелли тытӑмсене ҫӗнетнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли объектсем патне пымалли ҫулсене юсанӑ. Кӑҫал модульлӗ тырӑ типӗтмелли оборудовани вырнаҫтарма планлаççӗ, — терӗ вӑл.

Марат Ринатович кадрсен çитменлӗхӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Паянхи кун районти ял хуҫалӑхне 5 специалист (3 ветеринари врачӗ, 1 инженер тата 1 агроном) кирлӗ, квалификациллӗ 35 рабочи ҫитмест. Юлашки 5 ҫул хушшинче ял хуҫалӑх организацийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче аграри вузӗсенчен 16 ҫамрӑк специалист тата техникумсенчен 73 массӑллӑ професси специалисчӗ ӗçе вырнаçнă. Вӗсенчен нумайӑшӗ — Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнчен вӗренсе тухнă специалистсем. 

Районта пӗчӗк предпринимательлӗхе аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хресченсемпе фермер хуҫалӑхӗсем хываҫҫӗ. Районта хӑйсен ӗҫне 69 хресчен-фермер хуçалăхӗсем илсе пыраççӗ. 
Сӑмах 1507 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх усракан фермер хуҫалӑхӗсен (вӗсенчен 396 сӑвакан ӗне), тӗрлӗ енлӗ кооперативсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен те пычӗ.

— Хальхи вӑхӑтра пирӗн районăн фермерӗсемшӗн улма-ҫырла ӳстересси тӗп ҫул-йӗр пулса шутланать. Ку енӗпе 3 фермер ӗҫлет. Иртнӗ çул «Тăваньел сачӗсем» кооперативра улма-ҫырла вырнаçтарма 1000 тонна валли шутланнă ку чухнехи склад ҫуртне хута янӑ, — терӗ район пуҫлӑхӗ.

— Паян пӗчӗк тата вӑтам бизнес сферинче районта пурӑнакан 2927 ҫын, ҫав шутра 1440 харпӑр хăй ӗçне йӗркеленӗ граждан ӗҫлет. Район территорийӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн 423 субъекчӗ хӑйсен ӗҫне илсе пырать, ку вӑл иртнӗ çултинчен 33 субъект ытларах.

Задачăсем палăртрӗç

Докладра ҫулталӑк хушшинче пынă строительствӑн пӗтӗм-летӗвӗсем, халӑха пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫ-термелли программӑпа пурнӑҫланӑ ӗçсем, сулăм укçин налукӗ çинчен те сăмах пычӗ. Марат Гафаров çутӗç, сывлӑх сыхлавӗ, культура, спорт ӗçӗ-хӗлӗнчи ҫитӗнӳсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ, вӗсене малашлӑх валли тӗллевсем палӑртрӗ.

— Паян Раҫҫейӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче пирӗн 249 район çынни халӑха неонацистсенчен хӳтӗлет. Район халăхӗ гуманитари пулӑшӑвне пухас, каччăсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас тесе эпир мӗн май килнӗ таран пурне те тӑватпӑр, — терӗ М. Гафаров. 

2024 ҫул валли задачăсем палăртрӗç: вӗсем — инвестицисене малалла тата та явӑҫтарасси; ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесси; ялта предпринимательлӗхпе пӗчӗк хуҫалӑхсене аталантарасси; ҫамрӑк специалистсене пур отрасле те явӑҫтарасси; демографи лару-тӑрӑвне тата пӗтӗм халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси.
Ларура, çавӑн пекех, Кӗçӗн Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Гумер Халитовӑн тата Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗн педагогӗн Антонина Данилован сӑмахӗсене те итлерӗҫ.

ТР Патшалӑх Совечӗн ертӳçин çумӗ Юрий Камалтынов хӑйӗн сӑмахне ятарлӑ ҫар операцийӗпе пуҫласа ячӗ, Çӗпрел ҫыннисене ҫак енӗпе тунӑ пӗтӗм ӗҫшӗн тав турӗ. 

— 2023 ҫул хушшинче Тутарстан ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пӗтӗмӗшпех хутшӑннӑ, паян та, ҫаплах, малалла пырать. Ку енӗпе Ҫӗпрел районӗ те нумай ӗҫлет. Ҫар ҫыннисен те, вӗсен ҫемйисен те тимлӗхсӗр юлма тивӗçлӗ мар, — терӗ Юрий Камалтынов.

ТР Патшалӑх Совечӗн Ертӳçин çумӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ çинче те чарӑнса тӑчӗ. Ун сӑмахӗ тӑрӑх, санкцисем йышлӑ пулин те мӗнпур федераципе республика программисем ӗҫлерӗç тата кӑҫал та ӗҫлӗç. 

— Ҫӗпрел районӗ Тутарстан Республикин экономикине аталантарас ӗҫе пысӑк пай кӗртет, — тесе палӑртрӗ Юрий Камалтынов. — Районта ял хуҫалӑхӗ аталанать, инвестицисем явӑҫаҫҫӗ, сӗт сумалли кӑтартусен лайӑх аталанӑвӗ палӑрать, харпӑр хăйсен ӗçне йӗркелекенсен шучӗ ӳсет, пӗчӗк бизнеса йӗркеленӗ — ҫаксем пурте мухтава тивӗҫлӗ. Анчах районта пур резервсемпе те усӑ курман. Сӑмахран, «Цильна» общество ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, ҫӗнӗ инвестор килнӗ. Çаплах, ыттисем те лайӑх ӗҫлеччӗрччӗ. Ҫитӗнӳ патне пымалли ҫулсене хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ, халӗ ӑна аталантармалла. Ҫамрӑксем лайӑх ӗҫ укҫи, ҫирӗп ӗҫ вырӑнӗ, пурӑнмалли вырӑнӗ пулнă территорисене туртӑнаҫҫӗ. Ҫӗпрел районӗ те аталантӑр тетӗп, — тесе хӑйӗн сӑмахне вӗҫлерӗ Юрий Камалтынов.

Мероприяти вӗҫленнӗ май, малта пыракансене чаплӑ наградăсемпе чысларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев