Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫулсем тӑрӑх ҫӳрес культура ашшӗ-амӑшӗнчен пуҫланать

Районти Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн анлӑлатнă ларӑвӗ пулса иртрӗ

2023 ҫулхи малтанхи тӑватӑ уйӑх хушшинче Ҫӗпрел районӗнче виҫӗ çул-йӗр-транспорчӗ пулса иртнӗ. Çакă мӗнрен çапла килсе тухнине комисси ларăвӗнче яваплă ертӳçӗсем ăнлантарса пачӗç.

Лару ӗçӗнче ТР ГИБДД управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Алексей Пономарев, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Артем Абрамов, ГИБДД уйрăмӗн пуçлăхӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, Пӑва уйрӑмӗн, «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» Хусанти территорири управленийӗн пуçлăхӗ Наиль Агишев, çав уйрăмăн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, пӗлӳ паракан учрежденисен представителӗсем тата комисси членӗсем хутшăнчӗç.

Рустам Мухаметзянов районăн  территорийӗнче ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе тунӑ ӗҫе анализ турӗ, кӑҫалхи плансемпе тата задачӑсемпе паллаштарчӗ.

Районти ГИБДД управленийӗн начальникӗ Анатолий Михайлов 2023 ҫулхи малтанхи тӑватӑ уйӑх хушшинче Ҫӗпрел районӗнче виҫӗ çул-йӗр-транспорчӗ пулса иртни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫапла вара, вӗсенче икӗ ҫын вилнӗ, пӗри сиен курнӑ.  Ҫавӑн пекех, вӑл ӳсӗр водительсене тупса палӑртас тата автотранспорт водителӗсемпе ҫуран ҫынсене ҫул-йӗр правилисене пурнăçлаттарас енӗпе  пулнă ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

ТР ГИБДД пуçлăхӗн çумӗ Алексей Пономарев ТР ГИБДД пуçлăхӗн çумӗ Алексей Пономарев малтан асăнса иртнӗ кун йӗркинчи ыйтусемпе пӗрле, ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлес енӗпе тимлӗхе вăйлатма хушрӗ. 

– Шӑпах ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене автосалонра лартса çӳренӗ, урамра çуран çӳретнӗ чухне яваплӑ пулаççӗ. Ытларах чухне  авто машинӑсем ҫинче ятарлă креслосемпулмаççӗ, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе ҫыхăнман, урамра тивӗçлӗ мар вырăнтан ҫул урлӑ чупса каҫаççӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса пырас енӗпе тӗслӗх пулмалла» – тесе палӑртса иртрӗ вӑл. 

Алексей Пономарев автоинспекцие Телеграм  канал урлӑ ӳсӗр водительсемпе ӗçлемелли ӗҫе те вӑйлатма чӗнсе каларӗ.

Ларура, ҫавӑн пекех, ҫул-йӗр паллисене, вӗсене ҫӗнетес ыйтусене пӑхса тухрӗç. Ҫул юпписенче ҫул паллисем йывӑҫ тӗммисем хыҫне юлнă, е вӗсем курӑнмаççӗ, е пачах çук, терӗç.  Район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, ҫавна май асӑрхаттарса, ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушрӗ.

Муниципаллă пӗрлешӳсен территорийӗсенче автомобиль ҫулӗсене юсас тата сыхлассине тивӗçтерес ыйтусем тӑрӑх докладпа Наиль Агишев тухса калаçрӗ.  Вӑл паян халӑх хушшинче популярлă пулнă, уйрăм мобиль хатӗрӗсемпе: самокатсемпе, гироскутерсемпе ҫӳренӗ чухне пулса иртнӗ ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен тӗлӗшпе статистикăна кӳрсе тăратрӗ.

– Статистика  кăтартнă тӑрӑх, 2022 ҫулта ҫӗршывра ҫакӑн пек мобиль хатӗрсем хутшăннипе 941 çул-йӗр-транспорт аварийӗ  пулса иртнӗ. Вӗсенче 19 ҫын вилнӗ, 976 ҫын суран илнӗ, – терӗ вăл. –  Мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене улшӑнусем кӗртнӗ, вӗсем ҫакӑн пек техникӑпа усӑ курассипе ҫыхӑннӑ.

Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, çул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов: – Пӗрле ӗҫленипе кӑна эпир ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернӗ çӗрте тӗп тӗллевсене  çӗнсе илме пултарăпӑр, – терӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев