Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Уяв ячӗпе сире, аннесем!

Хаклӑ хӗрарӑмсем, аннесем, асанне-кукамайсем! Сире Анне кунӗпе пӗтӗм чӗререн саламлатӑп.

Ҫӗр ҫинчи чи илемлӗ, чи ачаш сӑмах – анне. Ҫак сӑмахпа пирӗн чӗлхе уҫӑлать, вӑл пур чӗлхепе те пӗр пекех ачашшӑн янӑрать. Аннен чӗри – чи шанчăклă, чи туйӑмлӑ чӗре.

«ҫӑтмах аннесен ури айӗнче», тесе хальтен каламаҫҫӗ. Ырӑ та тӑнӑҫлӑ пурнӑҫа аннесен пиллӗхӗпе ҫеҫ çӗнсе илме пулать. Аннесен юратӑвӗ ҫеҫ ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле ӗҫсем тăвать пултарать. Чир-чӗртен тата хӑрушлӑхсенчен ҫӑлса хăварнă аннесене, аслă çулсене çитнӗрен, хӑйсене те пулӑшу кирлӗ пулса тухать. Аннесене мӗн чухлӗ ытларах юрататпăр, хӗрхенетпӗр, хисеплетпӗр, пирӗн пурнӑҫ ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫлӑрах та ҫутӑрах иртӗ пулӗ.

Паян тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасене ачаранпах хӑйсен ытамне илнӗ, вӗсене ӑшшӑн, юратупа, ырӑ кӑмӑлпа пӑхса ҫитӗнтерекен районӑмăрăн хӗрхенӳллӗ амӑшӗсене хисеплесе тав тăватăп.

Ырӑ кӑмӑл тата чун-чӗре ӑшшишӗн, ҫуртӑмăрсен илемӗшӗн, пурнӑҫӑмăрăн пӗрпӗтӗмлӗхӗшӗн тавтапуç сире, аннесем.

Уяв ячӗпе сире чи ăшă сунăмсем сунатӑп. Сирӗн пурнӑҫӑр савӑнӑҫлӑ самантсенчен ҫеҫ тӑтӑр, кашни ҫӗнӗ кун ӑнӑҫуллӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ырлăх-сывлăх, телей сунатӑп.

 

Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев