Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Уяв ячӗпе!

Çутă та Аслă Мăнкун ячӗпе!

Районăн хисеплӗ çыннисем, православи тӗнне ӗненекенсем. Сире Аслă Мăнкун ячӗпе саламлатăп! 

Мăнкун — чи çутă та чи савăнăçлă уявсенчен пĕри. Пурнӑҫ хӑватне сӑнарлакан ҫак уявӑн ырӑ йӑли-йӗрки ӗмӗртен-ӗмӗре тӑсӑлать. Кашнин чӗринчех чи ҫутӑ туйӑмсене вӑратса Мӑнкун ыр кӑмӑллӑхпа хӗрхенӳлӗх ҫинчен, ҫынна юратмаллине тата ҫут тӗнчемӗр илемлӗхне аса илтерет.

Çак уяв пĕр-пĕрне пĕрлештерет, килĕштерсе, юратса пурăнма вĕрентет. Мӑнкун уявӗ Турра ӗненекенсемшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех пирӗн халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан ӑс-хакӑл культурине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе кӑмӑл-сипет никӗсӗсене пысӑка хурса хаклакан кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.

Ҫак уяв кашни киле, кашни ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ илсе килтӗр, чӗресене тӑван-хурӑнташпа тата ҫывӑх ҫынсемпе тӗл пулса калаҫни пиллекен ӑшӑ та савӑк туйӑмпа ҫупӑрлатӑр.

Ҫирӗп сывлӑхлӑ тата телейлӗ пулӑр! Уяв ячӗпе! 

Марат Гафаров, муниципаллă Çӗпрел районӗн пуçлăхĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев