Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Уяр кунсемпе ăста усӑ курса

Районта 11098 гектар лаптӑкри пӗрчӗллӗ культурăсене вырса çапнă

Районти хуҫалӑхсен уй-хирӗсенче тырпул пухса кӗртес хӑвӑртлӑх ӳссех пырать. Ҫӗр ӗҫченӗ-механизаторсем уяр кунӑн кашни сехечӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

«Р. А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче ҫӗр ӗҫченӗ-механизаторсем иртен пуҫласа каҫченех хирте ӗҫлеҫҫӗ. Эпир ҫитнӗ тӗле Ильгизар Бухариев, Фарит Басыров, Фанис Каримов «Полесье» комбайнӗсемпе, Зульфат Юсупов «Класс-Тукано» комбайнпа, Ранис Багаутдинов «CS12A1» комбайнӗпе 130 гектар лаптӑкри урпана вырса çапнăччӗ. 

Хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче тулӑ культурине 450 гектар лаптӑкра акнӑ пулсан, паянхи кун тӗлне çак культурăн тухăçне пухса илессине вӗçленӗ, пухса илнĕ тырпулăн вăтам тухăçĕ — 35 центнера тӳрӗ килет.

Урпа культури хуҫалӑхра 800 гектарти лаптӑка йышӑнать. Унăн 400 гектарне вырса çапнă, кашни гектартан вӑтамран 48 центнер тухăç тухать. 
Комбайнсемпе ҫапса илнӗ тырра «КамАЗ» автомобиль водителӗсем Нагим Аглиуллов, Нурвахит Хайруллов йӗтем çине турттараҫҫӗ.

— Комбайнерсем те, водительсем те опытлă механизаторсем. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен уй-хирте ӗҫлеҫҫӗ, — тет хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Равиль Бикчуров.

Хуҫалӑхра тырпул пухса кӗртнӗ вӑхӑтрах кӗрхи ӗҫсен пӗтӗм комплексне те йӗркеллӗн илсе пыраҫҫӗ. Пушанса юлнӑ уйсене тепӗр ҫул валли хатӗрлеҫҫӗ, сухаласа та хăвараҫҫӗ. «Кировец» тракторӗпе Фаиль Каюмов тухăçне пухса кӗртнӗ урпа уйне сухалама тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра 600 гектар лаптӑкри ҫӗрсене сухаланӑ та ӗнтӗ. Хуҫалӑхра ҫулталӑкӗпех ӗҫленӗ механизаторсене, специалистсене тӳлевсӗр утӑ, улӑм рулонӗсене валеҫсе панӑ.

Хресченсемпе фермер хуҫалӑхӗнче тӗрлӗ строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, машинӑсемпе трактор паркӗ ҫӗнӗ техникӑпа пуянланать, ӗҫченсемшӗн хӑтлӑ ӗҫ условийӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 60×24 метр лаптăкра вăрлăх упрама ангар тума пуçăннă. Гербицидсемпе минераллӑ удобренисене упрама икӗ складӑн никӗсне хывма пуҫланă. Вырма пуҫланас умӗн ҫеҫ тырӑ вырмалли икӗ «Полесье» комбайн туяннă. 

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен августӗн 8-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, 11098 гектар лаптăкри пӗрчӗллӗ культурăсене вырса çапнă. Кашни гектартан вӑтам тухӑҫ 36 центнера тӳрӗ килет. «Цильна» обществӑра пӗрчӗллӗ культурăсене 1363 гектар лаптӑк çинчен пухса кӗртнӗ. Пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарӗ вӑтамран 50,9 центнер тухӑҫ парать. «Рассвет Агро» обществӑра тырпул тухӑҫне 5570 гектар лаптӑкра пухса кӗртнӗ. «Агротранспорт» обществӑра пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 25,7 центнера тӳрӗ килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев