Тыррăн кашни пӗрчи хаклă
«Артемьев В. Н» хресчен-фермер хуçалăхӗнче пӗрчӗллӗ культурăсене вырса пухас ӗç юлашки гектарсем ҫинче пырать
Пӗр вӑхӑтрах хуҫалӑхра вырса çапнă, улӑмне пуçтарнă çӗрсене сухалаççӗ, вӗсене кӗрхи ака валли те хатӗрлеҫҫӗ.
Эпир «Артемьев В. Н» хресчен-фермер хуҫалӑхне килсе çитнӗ чухне, Александр Алексеев, Николай Алексеев тата Николай Карусев çӳретекен «Дон-1500» комбайнсем 125 гектар лаптӑка йышăннă тулӑ пуссинче ӗҫлетчӗç. Механизаторсем ҫулталӑк тăршшӗпех хуҫалӑхра тӗрлӗ маркӑллӑ техникӑпа ӗҫлеҫҫӗ, ҫуркунне ҫӗр сухалаҫҫӗ, унтан акаҫҫӗ, ҫулла кӗрхи культурӑсене ӗçе кӗртессине те ҫав каччăсемех пурнăçлаççӗ, кӗркунне тухăçне пухса илеҫҫӗ, хӗлле техникӑна юсаҫҫӗ.
«Артемьев В. Н.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ хӑйӗн ӗҫне 2010 ҫулта пуҫласа янă. Ун чухне хуҫалӑхра 100 гектар ҫӗр пулнӑ, паян ӗнтӗ 900 гектара яхăн акăнакан ҫӗрӗсем пур. Хуҫалӑхра тулӑ культурине 450 гектар çинче акнă пулнă, сӗлӗ — 50, урпа культури 400 гектар лаптăка йышăннă. Урпан кашни гектарӗнчен 28 центнер ытла, сӗлӗ кашни гектартан 32 центнер тухăç панă, тулӑ культурин вара кашни гектарӗнчен 30 центнер тухăç тухать.
— Кӑҫал тухăç, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, тем чухлех мухтанмалăхах мар. Июнь уйӑхӗнчи сивӗсем, тӑм ӳкнисем, ӳсентӑрансемшӗн кирлӗ вӑхӑтра ҫумӑр ҫуманни, паллах, тырпул тухӑҫне начар витӗм кӳнӗ. Ҫавӑнпа тырпулăн кашни пӗрчи хаклӑ. Ачасем те иртен пуҫласа каҫчен тăрăшса ӗҫлеҫҫӗ, вӗсене чунтан тав тӑватӑп, — тет хуҫалӑх ертӳҫи Виктор Артемьев.
Хуҫалӑхра çӗр пайӗсемшӗн шут-хисеп тунӑ, ӗçлекенсене утӑ тата улӑм рулонӗсем кӳрсе панӑ. Хуҫалӑхра кăмăлӗ пуррисем улӑм рулонӗсене туянма та пултараҫҫӗ.
Комбайнсемпе вырса ҫапнӑ тырра йӗтем çине «КамАЗ» автомобильпе Алексей Исаев тата «ЗИЛ» маркӑллӑ автомобильпе Анатолий Григорьев турттарса тăраççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев