Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тырă йышăнма хатӗр

Элеватор 2023 çулăн тухăçне йышăнма хатӗр пулнине тишкерчӗç Тыр çи — 2023

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе тата хăйӗн составӗнче ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерствин представительне — апат-ҫимӗҫ рынокӗн аталанӑвӗн уйрăмӗн начальникӗн çумне Рамазан Ибрагимова, ВНИИЗЖ ФГБУ филиалӗн директорӗн çумне Айтуган Мубаракова, «Ак Барс» Холдинг компанийӗ" АО департаменчӗн директорӗн ҫумне Ольга Игошинана, районти ял хуçалăхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникне Талгат Халитова пӗрлештернӗ комисси «Ак Барс» Холдинг компанийӗн «Государев амбар» тырă йышăнакан предприятире пулчӗ тата предприятийӗн генеральнӑй директорӗпе Василь Салаховпа тата предприятин ытти специалисчӗсемпе пӗрле тӗштырӑ йышăнмалли тӗп зданисенче пулса, тырă типӗтекен, складсен хатӗрлӗхне, регистраци журналӗсемпе пушара хирӗҫ хатӗрсен хатӗрлӗхне тишкерчӗç. Тырă йышăнакан предприятин пур объекчӗсенче те территорисене хӑтлӑх кӗртес енӗпе палӑртнӑ ӗҫсене пурнăçланă. Комисси элеваторăн 2023 ҫулăн ҫӗнӗ тыррине йышӑнма хатӗр пулнине пысӑк хак пачӗ. 

Мероприяти пынӑ май, çаплах, предприятин чи лайӑх ӗçченӗсене те палӑртса иртрӗç. Вӗсене Холдингăн паллине, Хисеп грамотисене пачӗç.

— Пăрăнтăк элеваторӗ — республикӑри чи пысӑк предприятисенчен пӗри. Эсир пысӑк яваплӑхпа йышӑнма хатӗрленни курӑнать. Пурнăçланă ӗçсемшӗн коллектива тав тăватăп. Пур ҫӗрте те йӗркеллӗ, складсене тасатнӑ, дезинфекциленӗ, агрегатсемпе типӗтмелли хатӗрсем пурте ӗҫлеҫҫӗ, элеватор ҫӗнӗ тырра йышӑнма пӗтӗмпех хатӗр, — терӗ Рамазан Ибрагимов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев