Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тыр çи паттăрӗсем парнеленчӗç

Районти уй-хирсенче вырса-пухас ӗҫсем малалла пыраççӗ

Районти комбайнерсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗçлеҫҫӗ. Агропромышленность пресс-центрӗн оперативлӑ даннăйӗсем енӗпе тыр çинче малта пыракансем те паллӑ пулчӗҫ. Ӗçре малта пыракансене саламлас тӗллевпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗн начальникӗ  Талгать Халитов комбайнерсем патӗнче пулса, ӗҫ мӗнле пынине пӑхрӗç, ҫӗр ӗҫченӗсен кӑмӑлӗсе çинчен ыйтса пӗлчӗç.

«Малта пыракансене парнелессине вӗсем «Эталон-Агро» общество хирӗнчен пуҫларӗç. Кунта Тав ҫырăвне, куçса çӳрекен хӗрлӗ ялава тата укҫан премие комбайнер Сергей Захаров илчӗ. «Цильна» обществăран Рафик Шайдуллов та çакăн пек парнесене тивӗçлӗ пулчӗ.

Комбайнерсене саламласси, çавăн пекех, «П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма», «Р.А.Бикчуров», «И.Ф.Махмутов», «А.А.Низамов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен, «АгроТрансПорт» обществăн уй-хирӗсенче тата «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» уй-хирӗсенче те пулчӗ.  «Дементьев ячӗллӗ агрофирмӑран» чи лайӑх комбайнерсене: Михаил Чувашова, Денис Юркина, Фанис Хайруллина тата Геннадий Фадеева, «Р.А.Бикчуров» хресчен-фермер хуçалăхӗнчен Ильгизар Бохариева, Владимир Ширтанова, «И.Ф.Махмутов» хресчен-фермер хуçалăхӗнчен Ильмас Фаизова, «А.А.Низамов» хресчен-фермер хуçалăхӗнчен Динар Низамова, «АгроТрансПорт» обществăран Анатолий Хохлова, «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнчен» Фарит Яруллина хавхалантаракан премисем, Тав ҫырӑвӗсем тата куҫса ҫӳрекен хӗрлӗ ялавсем пачӗç.

 

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен августӑн 5-мӗшӗнче илнӗ даннăйсем тăрăх, 16968 гектар лаптăк çинчен пӗрчӗллӗ культурăсене вырса-çапнă. Кашни гектартан тухнă тухӑҫ вӑтамран 17,4 центнера тӳрӗ килет. Район тăрăх вырса пухмалли ӗçсен 42 проценчӗ пурнӑҫланнӑ.

«Цильна» обществӑра 1952 гектар лаптăк çинчи пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне пухса илнӗ. Пӗрчӗллисен кашни гектарӗ вӑтамран 28,3 центнер тухăç парать. Районти хуҫалӑхсен хушшинчи чи пысӑк кӑтарту. «АгроТрансПорт» общестăра вара пӗрчӗллисен вӑтам тухӑҫӗ кашни гектартан 24,7 центнера тӳрӗ килет. «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăра» 8270 гектар çинчи  пӗрчӗллисен тухăçне вырса çапнă. Кашни гектартан тухнă тухăç  15 центнера тӳрӗ килет. Хресчен-фермер хуçалăхӗсем хушшинче паянхи кун тӗлне чи пысăк тухăç «А.А.Низамов» (кашни гектартан тухнă тухăç 18,9 центнера тӳрӗ килет) тата «Д.А.Гафуров» (16,3 ц/га) хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче.

 

Ăмăрту паттăрӗсем

 

Пӗрремӗш графа – хуҫалӑхсем; иккӗмӗш – комбайнерсем; виҫҫӗмӗш – çапнă тырӑ (тоннӑпа).

(Даннăйсене августăн 4-мӗшӗ тӗлне илнӗ).

 

 

«Нью-Холланд»

Дементьев яч.  а/ф        Александр Юркин    983

Дементьев яч.  а/ф        Петр Архипов           904

Дементьев яч.  а/ф        Геннадий Фадеев             639

Дементьев яч.  а/ф        Владимир Ефрейторов             604

Дементьев яч.  а/ф        Айрат Залялов         604

Дементьев яч.  а/ф        Александр Храмов           600

Дементьев яч.  а/ф        Ильмас Нигманов    560

Дементьев яч.  а/ф        Ленарис Гафуров             547

Дементьев яч.  а/ф        Камиль Камалов      483 Дементьев яч.  а/ф        Николай Мокшин       392

 

«Класс Мега»

«Цильна»       Ильгиз Миначев  1115

Дементьев яч.  а/ф     Ирек Манюков          678

Дементьев яч.  а/ф     Фанис Хайруллин    536

Дементьев яч.  а/ф     Раис Ибрагимов      491

Дементьев яч.  а/ф     Раиль Калимуллин 459

 

«Акрос»

Дементьев яч.  а/ф     Михаил Чувашов     555

Дементьев яч.  а/ф     Николай Моисеев    479

Дементьев яч.  а/ф     Ильдус Гафуров      444

Дементьев яч.  а/ф     Анатолий Марков    405

Дементьев яч.  а/ф     Фанис Моратов        329

Дементьев яч.  а/ф    Дмитрий Сергеев     292

 

«Тукано»

«АгроТрансПорт»           Анатолий Хохлов         1629

«Цильна»       Рафик Шайдуллов        1203

«АгроТрансПорт»           Ильмас Низамов 1195

«Цильна»       Ильдус Замдиханов      1190

«АгроТрансПорт»           Юрий Биктиряков         1067

«Цильна»      Дмитрий Шалагин         722

 

«Полесье»

«Низамов А. А.» ХФХ       Динар Низамов  947 «Цильна»           Фанис Валиев   885

«Махмутов И.Ф.» ХФХ  Радик Хайрутдинов       705

«Махмутов И.Ф.» ХФХ  Ильмас Фаизов     430 «Цильна»          Радик Тухватуллов           408

«Бикчуров Р.А» ХФХ      Ильгизяр Бохариев      391

«Бикчуров Р.А» ХФХ      Фарит Басыров    381

«Эталон-Агро»         Рамиль Ахметзянов   366

«Эталон-Агро»         Сергей Захаров            83

 

«Дон-1500»

«Бикчуров Р.А» ХФХ     Зульфат Юсупов  380

«Бикчуров Р.А» ХФХ     Владимир Ширтанов 288

«Бикчуров Р.А» ХФХ     Алексей Алешкин 223

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев