Тыр çи ӗçӗсен хӗрӳ тапхăрӗ
Районти хуҫалӑхсен уй-хирӗсенче тырпул пухса кӗртес темп ӳснӗçемӗн ӳсет. Ҫӗр ӗҫченӗ-механизаторсем уяр кунсен кашни сехечӗпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ
Районти «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑна пăхăнса тăракан уй-хирсенче тыр çи ӗҫсене тӗрлӗ маркӑллӑ 32 пысӑк тухӑҫлӑ комбайн пурнăçлать.
Комбайнсене икӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра –обществӑн хăйӗн комбайнӗсем, иккӗмӗш ушкӑнра – пулăшма килнисем.
А.Архипов, И.Нигманов, Р. Миннебаев, Р.Ибрагимов, С.Маняков, Н.Моисеев, А.Батырев, И.Ибрагимов çӳретекен «RSM Torum» тата И.Гафуров, А. Залалов çӳретекен «RSM Torum» тата Евгений Захаров, Григорий Матросов, Марсель Айметдинов, Василий Клементьев çӳретекен «Акрос» комбайнсем Чӑваш Паснапуç участокӗнчи 180 гектар лаптӑка йышăннă тулӑ культурине вырса çапаççӗ.
Тулӑ культури 8277 гектар лаптăка йышăнса тăрать, ҫурхи тулӑ – 4375 гектар, пӑрҫа – 1122 гектар, соя – 599 гектар, рапс – 4742 гектар, хӗвелҫаврӑнӑш – 4463 гектар, силос валли кукуруза – 551 гектар, вӑрлӑхлӑх кукуруза – 685 гектар тата горчица культури 153 гектар лаптăк çине акăннă пулнă. Тулӑ культурин кашни гектартан тухнă вӑтам тухӑҫлӑхӗ 55 центнерпа танлашать.
Комбайнсемпе ҫапса илнӗ тырра Аслă Аксу ялӗнче çӗнӗрен тӑвăнакан йӗтем çине «КАМАЗ» автомобильсем, «К-700» тракторсем тата пысӑк тухӑҫлӑ тракторсем турттарса тăраççӗ. Йӗтем çинче паянхи кун тӗлне 50 миллион тенкӗлӗх строительство ӗçӗсем пурнӑҫланнӑ. Уй-хирсенчен илсе килнӗ тырра пушатма 3000 тӑваткал метр лаптӑкра, 70 м х 20 м лаптӑкри çӗре бетонласа хунă. Хальхи вӑхӑтра унта хиртен илсе килнӗ тырра пушатаҫҫӗ. Механизатор Николай Пайзе погрузчикпа тырра тикӗслетет, кирлӗ вырӑна куҫарса тăрать. Обществăн директорӗн производство енӗпе çумӗ Алексей Храмов каланӑ тӑрӑх, йӗтем çинче тырă виҫмелли тараса, лаборатори, складсем тата ыттисем те пулӗç, территорие хӳмепе тытса илӗç. Икӗ тӗштырӑ агрегачӗ вырнаҫтарнă ӗнтӗ.
– Вӗсем талăкра 400 тонна тырă типӗтме пултараççӗ, çак кунсенче хута кайӗç. Ҫакӑн пек тырӑ типӗтмелли агрегат Упи участокӗнче ӗнтӗ ӗҫлет, Хураката участокӗнче те вырнаҫтарӗҫ, – тет директорăн çумӗ.
Уй-хирсенче тырӑ ҫапса илсенех механизатор Валерий Тихонов «Кун» маркӑллӑ пресс-подборщик пулӑшнипе хирти улӑма рулонсене пуҫтарса тăрать. Обществӑра ку ӗҫе икӗ сменӑра йӗркеленӗ. Иккӗмӗш сменӑра вара Валерие механизатор Алексей Улькин улӑштарать. Обществăра улӑмран тунă рулонсене çав вăхăтрах выльӑх апачӗн картине кӳрсе пушатма тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑха пай çӗрӗсемшӗн паракан улӑм рулонӗсене ял ҫывӑхӗнчи уй-хирсенче хăвараççӗ. Пушанса юлнă анасене «Кейс», «К-700» тракторсемпе сухаласа, килес çулхи тухăç валли хатӗрлеççӗ.
Справка
Районӗпе 2358 гектар лаптăк çинчи пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев