Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тыр çи ӗçӗнче малта пыракансене парнесем

2024 ҫулăн тыр çи лидерӗсене палăртрӗç Ялта

Районти уй-хирсенче пӗрчӗллӗ культурăсене вырса пухас ӗҫсем малалла пыраççӗ. Районӗпе мӗнпурӗ, иртен пуҫласа каҫчен, 70 комбайн ӗҫлет. Ҫӗр ӗҫченӗсем хушшинче ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче комбайнерсен ӑмӑртӑвӗсен пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсене, тыр çи ӗçӗнче малта пыракансене палăртрӗç. 

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата агроуправленийӗн начальникӗ Талгат Халитов уй-хирте ӗҫлекен комбайнерсем патӗнче пулчӗҫ, чи пысӑк кӑтарту тунă çӗр ӗçченӗсене чысларӗҫ. 
Район пуҫлӑхӗн грамотине, куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавпа укҫа-тенкӗ премине чи пысӑк кӑтартусем тунӑ комбайнерсем илчӗç. (Паллах ӗнтӗ, комбайнсен марки тӑрӑх).

Вӗсен хушшинче «Цильна» обществӑран Рафик Шайдуллов («Класс-Тукано-430»), «Агро Вест» обществӑран Раиль Ахметзянов («Полесье-1218»), «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑран Айрат Зялалов («Торум-750»), «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Зульфат Юсупов («Класс-Тукано-570»), «АгроТрансПорт» обществӑран Ильмас Низамов («Класс-Тукано-450), «Низамов А. А.» хресчен-фермер хуçалăхӗнчен Марат Низамов («Полесье-1218»), «Махмутов И. Ф.» хресчен-фермер хуçалăхӗнчен Ильмас Фаизов та пурччӗ. 

Район пуçлăхӗ Марат Гафаров ҫӗр ӗҫченӗсене чӗререн тав турӗ. Комбайнерсем те: «Кун пек парнесем ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ», — терӗç.

Марат Ринатович пӗрчӗллӗ культурăсенчен ҫулне кура лайӑх тухӑҫ илнине, çакă хуҫалӑхсем тырçи ӗçӗсем тӗлне лайӑх хатӗрленнӗрен пулнине те палăртса иртрӗ. «Халӗ тырра оптималлӑ срокра, ҫухатусӑр пухса кӗртмелле, уй-хир ӗҫӗсен тепӗр тапхӑрне — тӑпрана ӗçе кӗртес тата ака-суха ӗҫне — тытӑнмалла», — терӗ вӑл.

Справка

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗнчен августӑн 21-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, районта тырӑ культурисене 14747 гектар лаптӑкра ҫапса илнӗ. Кашни гектартан вӑтам тухӑҫ 34,7 центнерпа танлашать. Районта тырçи ӗçӗсене 43,9 процентпа пурнӑҫланӑ.

«Цильна» обществӑра тырпул тухӑҫне 1585 гектар лаптӑкра пуҫтарнӑ. Тырӑ тухӑҫлӑхӗ гектартан 50,5 центнерпа танлашать, тырпул пухса кӗртес ӗҫе 78,2 процентпа вӗҫленӗ. «АгроТрансПорт» обществӑра пӗрчӗллӗ культурăсене 899 гектар лаптӑкра ҫапса илнӗ, тӗштырӑсен вӑтам тухӑҫлӑхӗ 22,4 центнер. Хресчен-фермер хуçалăхӗсенче паянхи кун «Бикчуров Р. А.» хуҫалӑхра чи пысӑк тухӑҫ — кашни гектартан 38,2 центнер.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев