Тыр çи ӗçӗнче малта пыракансене парнелерӗç
Районти уй-хирсенче пӗрчӗллӗ культурăсене вырас ӗҫ хӗрсех пырать
Иртен пуҫласа каҫчен 70тен ытла комбайн пӗрчӗллӗ культурăсене вырса пухççӗ. Вӗсен хушшинче ăмăрту та йӗркелерӗç. Ҫӗр ӗҫченӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗçлеççӗ.
Халӗ ӗнтӗ комбайнерсен ӑмӑртӑвӗн пирвайхи кăтартăвӗсем те паллӑ. Ҫак кунсенче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата агроуправленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов уй-хирте ӗҫлекен комбайнерсем патӗнче пулчӗҫ, чи пысӑк кӑтартусем тӑвакансене чысларӗҫ. Чи малтан вӗсем яваплăхӗ чикӗленнӗ «Цильна» обществӑна килчӗç.
Район пуҫлӑхӗн грамотине, куҫса çӳрекен ялава тата укҫа-тенкӗ премие комбайн маркисем енӗпе чи пысӑк кӑтартусене çӗнсе илнӗ комбайнерсем илчӗç. Вӗсен хушшинче «Цильна» обществăри Рафик Шайдуллов та пурччӗ. Вăл 2022 ҫулхи тырпул пухса кӗртмелли компанин пӗрремӗш вунӑ кунӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Тукано-430» комбайнпа 1369 тонна тырӑ ҫапса илсе, обществăра малти вырăнта пырать.
«Агро-Вест» обществăран Радик Ахметзянов («Полесье», 909 тонна тырӑ), «Артемьев В.Н.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Александр Алексеев («Дон-1500», 490 тонна), «Махмутов И.Ф.» хресчен-фермер хуçалăхӗнчен Ильмас Фаизов («Полесье», 660 тонна), «Низамов А.А.» хресченфермер хуҫалӑхӗнчи Марат Низамов («Полесье», 1100 тонна), «Агротранспорт» обществăран Ильмас Низамов («Класс – Тукано-450», 1128тонна), «Ҫӗпрел – Рассвет Агро» обществӑран Айрат Залялов («Торум – 750», 462 тонна) тата Александр Батырев («Акрос», 480 тоннна), «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен Зульфат Юсупов («Клас – Тукано-570», 933 тонна) хавхалантармалли премисене, грамотӑсене тата куҫса ҫӳрекен ялава тивӗçлӗ пулчӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫӗр ӗҫченӗсене тав турӗ. Комбайнерсем те: «Çакăн пек парнесем ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстереҫҫӗ, ӗҫлеме вăй-хăват хушаççӗ», – терӗç.
Справка
Районти уй-хирсенче мӗнпур лаптăксен 41,7 проценчӗ çинче вырса пухас ӗçсем вӗçленчӗç. Районти ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç управленийӗнчен августӑн 18-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен, 12226 гектар лаптăк çинчен пӗрчӗллӗ культурăсене вырса ҫапнӑ. Кашни гектартан вӑтам тухӑҫ 40,7 центнера тӳрӗ килет.
«Цильна» обществӑра 1496 гектар лаптӑкри пӗрчӗллӗ культурăсене пухса илнӗ. Пӗрчӗллисен кашни гектарӗ вӑтамран 60,7 центнер тухăç парать. «АгроТрансПорт» обществӑра вара 796 гектар лаптăк çинче тыр çи ӗçӗсем пурнăçланнă, пӗрчӗллисен кашни гектарӗнчен вӑтамран 50,7 центнер тухăç тухать. «Ҫӗпрел– Рассвет Агро» обществӑра 3807 гектар ҫинчи тырпул тухӑҫне ҫапса илнӗ. Кашни гектартан тухнă тухăç 37,1 центнера тӳрӗ килет. «Агро – Вест» обществӑра 1259 гектар ҫинчи тӗштырӑ культурисен тухӑҫне пухса илнӗ, кашни гектартан вӑтам тухӑҫ – 28,4 центнер.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев