Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Творчествăн çул-йӗрӗ анлă пултăр

27 çамрăк, творчествăпа, искусствăпа интересленекен ача пӗлӳ илни ҫинчен пӗрремӗш документ – Ачасен искусство шкулне пӗтерни çинчен свидетельство илчӗ

Искусство шкулӗн преподавателӗсемпе вӗренекенӗсем районта иртекен нумай мероприятире хастар хутшӑнаҫҫӗ, ҫамрӑк талантсем республика шайӗнче конкурссенче те призлă вырӑнсем çӗнсе илеççӗ, хăйсене палăртаççӗ.

Районта ачасен пултарулăхне уçма май панă тӗрлӗ кружоксем, организацисем ӗçлеççӗ. Вӗсенчен  пӗри – Искусство шкулӗ. Ачасем кунта тӗрлӗ вăйă инструменчӗсемпе (баян, гитара) выляма, юрлама, ӳкерчӗксем тума вӗренеççӗ, фольклорпа тата хореографипе интересленеççӗ. Кӗске вăхăт хушшинче хăйсен аталанăвӗн ăсти пулса тăраççӗ,  вӗсем сцена çине тухса хăйсен пултарулăхӗсене кăтартнине тӗрлӗ мероприятисенче, концертсенче, халăх питӗ юратса пăхать.

Çак кунсенче кăна Искусство шкулӗ хăйӗн вӗренекенӗсене тата та анлăрах творчество тӗнчине «вӗçтерчӗ». Искусство шкулне вӗçлени çинчен аллисене свидетельство илекен ачасем кунта тăватă çул хушшинче кăткăс та интереслӗ пӗлӳ илчӗç. Хăш-пӗришӗн вара ҫакӑ малашне пулас профессин пуҫламӑшӗ пулса тӑрӗ, хăшӗ вара,  хӑйӗн пултарулӑхӗпе ҫывӑх юлташӗсемпе тусӗсене савӑнтарӗ.

Шкултан вӗренсе тухакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, районти культура уйрăмӗн начальникӗ Зульфат Сагдеев тата ачасен искусство шкулӗн директорӗ Гулия Усманова саламларӗҫ.

Вӗсем ачасем районăн культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗҫ, çак таланчӗсене упраса хăварма сунчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсене те пулăшушăн, пӗрле ӗçленӗшӗн тав турӗҫ.

Шкул пӗтерекен классен вӗренекенӗсем мероприятие килнисене хăйсен пултарулăхӗсене кăтартса, концерт номерӗсемпе савăнтарчӗç.

Эпир те вӗсене ăнăçусем сунатпăр. Творчествăн çул-йӗрӗ анлă пултăр, Çӗпрел районӗн чысне инçете палăртмалăх искусство деятӗлӗсем пулччăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев