Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӑватӑ ял тăрăхне — трактор

Техникӑна ТР муниципаллă пӗрлӗхӗсен Совечӗ тӗлӗшӗнчен ӗçленнӗ грант пулӑшӑвӗн шучӗпе пачӗç

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене ҫӗнӗ тракторсен уҫҫисене пачӗ. Тракторсен уççисене памалли мероприяти Упи ял тăрăхӗнче иртрӗ.
Ҫак кунсенче Тутарстан Республикин Муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗн ял тăрăхӗсене грант памалли конкурса пӗтӗмлетрӗ. Çӗнтерӳҫӗсем хушшинче Ҫӗпрел районӗнчи тӑватӑ ял тăрăхӗ: Звезда, Кивӗ Шемӗршел, Упи тата Алешкин-Саплăк пур.

Марат Гафаров ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене ҫак ҫӗнтерӳпе саламларӗ, ӗҫӗсенче ӑнӑҫусем сунчӗ.

— Тутарстан Республикин Раисӗ пулӑшнипе ҫулсерен ял тăрăхӗсене асӑннӑ техникӑна туянма укҫа-тенкӗ уйӑрса параççӗ. Кӑҫал пирӗн района тăватă «МТЗ — 82» трактор илме телей пӳрчӗ. Çавна май, Ҫӗпрел районӗн 15 ял тӑрӑхӗ тракторсемпе тивӗҫрӗ. Тракторсем — ял тăрăхӗсемшӗн питӗ кирлӗ техника. Вӗсем ҫӗмӗрӗлмесӗр ӗҫлетччӗр, ял ҫыннисене пулӑшччӑр, — терӗ Марат Ринатович, тракторсен уççисене парса. 
Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова:

— Чун-чӗререн тав сӑмахӗ ҫеҫ калама пултаратӑп. Трактор пире питӗ кирлӗччӗ, — тет. — Пирӗн ял тăрăхӗнче пилӗк пурăнакан пункт пур. Ӗҫлемелли ӗçсем питӗ нумай. Трактор пушарсене сӳнтерме мар, ытларах территорисене хӑтлӑх кӗртме усӑ кӳтӗрччӗ, — тесе, сунатăп. 

Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мохитова:

— Ку техника халӑх пурӑнакан пунктшӑн питӗ кирлӗччӗ. Эпир ҫакна нумай кӗтрӗмӗр. Республикӑпа район ертӳҫине тав тӑватăп!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев