Тӑван çӗршывшӑн служить тăвасси — таса тивӗç
Районтан, иккӗмӗш ушкăнпа, тăхăр каччă салтака кайрӗ
Йӑлана кӗнӗ тăрăх, мероприяти Петр Дементьев ячӗллӗ паркра иртрӗ.
Çамрăксене ăсатма ертӳçӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ҫывӑх ҫыннисем хутшӑнчӗç.
— Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси — кашни арҫыншӑн таса тивӗҫ. Кирек ӑҫта пулсан та, эсир Çӗпрел тăрăхӗнчен пулнине ан манăр. Эсир — районăмăрăн сăн-пичӗ. Чыслӑн служить туса, килӗрсене ырă-сывӑ таврӑнмалла пултăр, — терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов.
— Ҫӗршывра тăнăçлăх пултӑр. Ан манӑр, сире тӑван енре кӗтеҫҫӗ, — терӗç, тухса калаçакансем.
Каччăсемпе калаçса илтӗмӗр. Аслă Аксу ялӗнчи Иван Варзоров хӑйӗн салтака кайма кăмăлӗ пулни ҫинчен калаçрӗ.
— Ульяновскри медицина колледжӗнче пӗлӳ илтӗм. Унтан аслӑ шкула вӗренме кӗтӗм. Анчах пӗр çулталăк академи отпускӗ илсе, Тӑван çӗршыв умӗнчи хамӑн тивӗҫе пурнӑҫлама шутларӑм. Мӗншӗн тесен эпӗ аслӑ шкул пӗтернӗ вăхăтра 28 ҫулта пулатӑп. Кашни япалан хӑйӗн вӑхӑчӗ пур. Пӗр çулталӑк нумай мар, сывă пулар, куҫ хупса иличчен иртсе кайӗ, — терӗ вӑл.
Ҫӗнӗ Чукал ялӗнчи Руслан Хисамутдинов та Пӑвари медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пăвара ӗҫе вырнаҫнă пулнă, анчах вăл та, çаплах, ҫара кайма шут тытнă.
— Пурте лайӑх пулӗ, — тет Руслан.
Иккӗмӗш ушкӑнпа ҫар ретне Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнчен Кирилл Алексеев, Аслă Аксу ялӗнчен Иван Варзоров, Виктор Молгачев, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Алексей Макаров, Çӗнӗ Упи ялӗнчен Максим Матросов, Максим Шихранов, Шланка ялӗнчен Раиль Миннибаев, Упи ялӗнчен Данила Мишин, Çӗнӗ Чукал ялӗнчен Руслан Хисамутдинов кайрӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев