Тӑван чӗлхене лайăх вӗрент – грант çӗнсе ил!
Аслӑ Аксу вăтам шкулӗ «Республикӑри муниципаллă пӗлӳ паракан учрежденисенче тăван чěлхене (тутар, чăваш, удмурт, мари, мордва) вěрентес енěпе чи лайăх практика» республика шайӗнче конкурсра ҫӗнтерсе, 500 пин тенкӗлӗх грант çӗнсе илчӗ
Тăван чӗлхе – анне чӗлхи
Шкулсем тата ача сачӗсем хушшинче ирттерекен çак республика конкурсăн тӗп тивӗçӗ – тăван чӗлхесене сыхласси, тăван чӗлхене вӗрентекенсене пулăшасси. Кăçалхи конкурсра икҫӗре яхăн пӗлӳ паракан учреждени хутшӑннӑ, вӗсем хушшинче çӗнтерӳçӗ пулнă май, 20 шкула тата 20 ача садне суйласа илнӗ. Парнелемелли уявра вара Тутарстан Республикин Президенчӗ ҫумӗнчи тутар чӗлхине сыхлас тата аталантарас ыйтусем енӗпе комисси ертӳçи, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн Ертӳçин ҫумӗ Марат Ахметов, Тутарстанăн çутӗç тата наука министрӗ Ильсур Хадиуллин хутшӑннипе иртрӗ.
Аслӑ Аксури вӑтам шкул директорӗ Юрий Мутин сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, грантпа ҫирӗплетекен шкулсене ятарлӑ эксперт комиссийӗ тишкернӗ.
– Юлашки вӑхӑтра тӑван чӗлхесене упрасси ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ. Ачасене пӗчӗкренех амăш чӗлхине вӗрентесси, унра хăйӗн нацийӗ енӗпе мăнаçланас туйăм йӗркелесси – вӗрентекеншӗн питӗ паха. Хӑш-пӗрисен: «Шкулсенче тӑван чӗлхесене вӗренмелли программа туллин парăнмасть», текен шухăшӗпе пӗртте килӗшместӗп. Мӗнпур шкулсенче те вӗренекенсемшӗн мӗнпур условисене туса панă. Ача хăйӗн чӗлхипе калаçнипе калаçманни çемйипе, ашшӗ-амӑшӗпе те çыхăннă, – тет вăл.
Конкурсра çӗнтерсе таврăннине Юрий Мутин «Вӗрентекенсен коллективӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ», – тесе хаклать. Тата районти çутӗç пайӗн чăваш чӗлхипе литература учителӗсен методисчӗн Светлана Ларионован та пулăшăвӗ пулни çинчен каларӗ.
Аслă Аксу вӑтам шкулӗн иртнисемпе ҫыхӑннӑ историйӗ пур. Шкула аслӑ ҫутта кӑларакан, Иван Яковлев педагог йӗркеленӗ. Шкула, просветитель, педагог Иван Яковлевич Яковлев ырлăх панипе, 1886 ҫулта, никӗс хывнă. Çав çултан пуçласа, кунта тӑван чӗлхене – чӑваш чӗлхине вӗрентессине илсе пыраççӗ. Паянхи кун кунта 1-9 классенче вӗренекенсем хăйсен амăш чӗлхине эрнере виҫӗ хут, 10-11 классенче вӗренекенсем икӗ хут алла илеççӗ. Кунсăр пуçне, шкулта тӗрлӗ фольклор кружокӗсем ӗçлеҫҫӗ, музейре нумай информаци пуҫтарăннӑ, уроксем хыççăн та тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.
Иван Яковлевич Яковлев ячӗллӗ наукӑпа практика конференцийӗ, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем валли семинарсем, тӗрлӗ мастер-классем ирттереҫҫӗ. Урăхла каласан, тӑван чӗлхене вӗренме пулӑшакан ӗҫ-хӗл, унчченхи традицисене тӗпе хурса, малалла пырать.
Шкулта 133 вӗренекен пӗлӳ илет, 20 вӗрентекен ӗҫлет. Чӑваш Паснапуç ялӗнчен 45 вӗренекен ятарлă автобуссемпе килсе вӗренет.
Чăваш чӗлхине вӗрентекен Валентина Ярмушова та хӑйсен умне наци культурине, нацин пурнӑҫ йӗркине, чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварма пулăшас тӗллев лартни çинчен калать.
– Уроксене хушма материалсемпе туллилентеретпӗр, ытти предметсемпе пӗр-пӗрин хушшинче ҫыхăну пулать. Вӗренекенсен чӗлхине тата ҫырулӑхне аталантарасси ҫине те пысӑк тимлӗх паратпăр. Уроксенче час-часах фольклор произведенийӗсемпе: ваттисен сăмахӗсемпе, каларӑшсемпе, пуç ватмăшсемпе усă куратпăр, – тет вăл.
Паллах ӗнтӗ, интереслӗ йӗркеленӗ урок вӗренекенсене пӗтӗмпех илӗртет. Ахальтен мар çак шкулăн вӗренекенӗсем тӗрлӗ олимпиадӑсенче, пултарулӑх конкурсӗсенче, чӑвашла сӑвӑ ҫырас енӗпе малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, 9 класс пӗтерекен вӗренекенсем хушшинче чăваш чӗлхипе экзамен паракансен шучӗ те ӳссе пырать. Иртнӗ çул кăна вӗсем саккăрăн пулнă. Чи савăнăçли, вӗренсе тухакан класс вӗренекенӗсем, аслă вӗренӳ çурчӗсенче пӗлӳ илсе, çӗнӗрен хăйсен шкулӗсене килсе, пӗлӳ пани.
– Ҫамрӑк кадрсем енӗпе йывӑрлӑхсем курмастпӑр эпир. Педагогика коллективӗнче ытларахăшӗ – хамăрăн ӗлӗкхи вӗренекенсем. Апла кăна та мар, вӗсенчен нумайӑшӗ ашшӗ-амӑшӗсен педагогика ӗҫне малалла тăсакансем, – тет Юрий Мутин.
Калăпăр, чăваш чӗлхи тата литератури енӗпе пӗлӳ паракан Валентина Ярмушован та ӗç стажӗ 30 ҫул. Вӑл – çак шкулта нумай ҫул ӗҫленӗ педагогăн Николай Магаринӑн хӗрӗ. Çак шкулта хăй те пӗлӳ илсе тухнă Нина Ларионова та халӗ 20 çул хушши вӗренекенсене тăван чӗлхепе пӗлӳ парать.
Грант укçине те тăван чӗлхене упрас, ăна вӗрентес енӗпе усă курӗç.
–Уроксене тата та интереслӗрех тăвассишӗн, хальхи вӑхӑтри требованисемпе килӗшӳллӗ пулччӑр тесе кабинетсене проекторсем, кирлӗ оборудованисем, стендсем тата ытти методика пособийěсем илӗпӗр, – тет Юрий Мутин.
Текста малалла тăснă май
Ҫак кунсенче кӑна Аслӑ Аксу шкулне пӗлӳ парас енӗпе пысăк çӗнтерӗвӗшӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та саламларӗ. Вӑл шкул директорне Юрий Мутина сцена ҫине чӗнсе кăларса тав турӗ: – Аслă Аксу вӑтам шкулӗ конкурса хутшӑнма тата унта ăнăçу тума пулнине ҫӗнтерӳ тӗслӗхӗпе кӑтартрӗ. Тавтапуҫ сире ӗҫӗршӗн. Çӗнтерӳҫӗсен списокӗнче тӑван чӗлхепе пӗлӳ паракан районти ытти шкулсене те курасчӗ пирӗн, – терӗ район пуҫлӑхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев