Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Туслăх» паркӗнче монумент уҫӑлчӗ

Монумента ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуçне хунă Михаил Чашкина асӑнса лартрӗç

«Паттӑрлӑх» орденӗн кавалерӗ, контрактник Михаил Юрьевич 2022 ҫулхи майӑн 23-мӗшӗнче паттăрла пуçне хунăччӗ. 

Монумента уҫнă вăхăтра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, отставкӑри полковник, ҫар юхăмӗсенче хутшӑнакан Валерий Колпаков, район ертӳҫисем, ҫар çыннисен ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсемпе тусӗсем, юнармеецсем, «Форпост» отряд, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейра вӗренекенсем, ял ҫыннисем хутшӑнчӗç.
Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсемшӗн мӑнаҫлӑ сӑмахсене Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров халăх умне тухса каларӗ.

— Михаил Юрьевич ҫӗршыври мирлӗ халӑха хӳтӗлесе, ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуçне хучӗ. Унӑн çутă сăнарӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗр-ӗмӗрех сыхланӗ, — терӗ вӑл. 

 

Ҫар ҫыннине пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç, геройăн монуменчӗ умне чӗрӗ гвоздика чечекӗсем хучӗҫ. Юнармеецсем сӑвăсем каларӗç. 

Валерий Колпаков: «Хамăрăн геройсене нихҫан та манмалла мар, вӗсем хӑйсен çар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗҫ», — тесе тухса калаçрӗç.

Геройăн мăшăрӗ Татьяна Чашкина Михаил ҫинченхи асаилӳсене çӗнетрӗ. Вӑл Михаил унӑн чӗринче ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнассине, яланлăхах юратнӑ мăшăр, атте, ывӑл пулнă май асӗсенче тытассине палӑртрӗ. 

"Ҫак йывӑр тапхӑрта пӗрлӗхлӗ пулар, мирлӗ пурнӑҫăн хакне пӗлер! — тесе монумента уҫнӑ пулăм çакна тепӗр хут аса илтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев