«Туслă класăн вăрттăнлăхӗсем» республика конкурсӗн зона тапхӑрӗ иртрӗ
Туслă класăн вăрттăнлăхӗсем Районта, РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ Çемье çулталăкӗн шайӗнче, «Туслă класăн вăрттăнлăхӗсем» республика конкурсӗн зона тапхӑрӗ иртрӗ
Конкурса ултӑ: Пӑва, Теччӗ, Камско-Устьински, Апастово, Кайпăç, Ҫӗпрел районӗсен командисем хутшӑнчӗç. Конкурсра пирӗн район чысне Петр Васильевич Дементьев ячӗллӗ Упи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗ хӳтӗлерӗ.
Мероприяти пуҫланас умӗн хӑнасем куравпа паллашрӗҫ. Унта командӑсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, хӑйсен шкулӗсемпе класӗсен пултарулӑхӗн ҫимӗҫӗсене кӑтартрӗҫ. Унта — портфолио, стена хаҫачӗсем, фотоальбомсем, грамотӑсемпе кубоксем. Пӗтӗмӗшпе илсен, кунта ашшӗ-амӑшӗсен шкул пурнӑҫне активлӑн хутшӑннине курма пулчӗ.
Конкурса хут-шӑнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов тата Тутарстан Республикин Çутӗç тата наука министерствин ачасене хушма пӗлӳ паракан пайӗн начальникӗ Айгуль Кашапова саламларӗ.
Хӑйсен сӑмахӗнче вӗсем ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсем шкул пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине, комитетăн ӗçӗ-хӗлӗ мӗн чухлӗ йӗркеллӗ тата яваплă пулсан, шкулти атмосфера, ашшӗ-амӑшӗсем пӗр-пӗринпе хутшăнни, ҫитӗннисемпе ача-пӑчасем хушшинчи хутшӑну та тивӗҫлӗ шайра пулнине палӑртса иртрӗç, командӑсене ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче «Пирӗн хаваслӑ, туслӑ класс!» текен визит карточкипе паллаштарчӗç.
Кунта жюри пултарулӑх идейисене, артистизма, оригиналлӑха, командӑсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнине хакларӗç. Хӑйӗн командин ҫак пахалӑхӗсене 5 минут хушшинче кӑтартма ӗлкӗрмеллеччӗ. Кашни команда, пӗр-пӗринни пек мар, хӑйне евӗрлӗ те содержаниллӗ тематика инсценировкине хатӗрленӗччӗ.
Иккӗмӗш этапра командӑсем проект хӳтӗлерӗç. Проектсем тӗрлӗ темӑна ҫавӑрса илнӗ: экологи, наци, патриотла воспитани тата ытти те.
Пӑвапа Теччӗ районӗсен ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗ 3-мӗш, Апастовăпа Камско-Устьински районӗсен ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗ — 2-мӗш, Ҫӗпрелпе Кайпăç ра-йонӗсен ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗ 1-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗç.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсем парса чысларӗç. Ҫӗпрел районӗн командипе 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене йышӑннă командӑсем конкурсӑн ҫурма финалне хутшӑнӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев