Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Туган як» – «Тăван ен» хаҫата

Тутарстанӑн легендарлӑ бренчӗ тесе палăртрӗç

Хусанта ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул çитнӗ ятпа  «Тутарстан Республикин 100 легендарлӑ бренчӗ» масштаблă  проектра ҫӗнтерекенсене парнелемелли уяв пулчӗ.

«Тутарстан Республикин100 легендарлӑ бренчӗ» проект 2019 ҫулта старт илчӗ. Сасӑлав икӗ этапра иртрӗ: январӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 20-мӗшӗччен – республика бренчӗсем,  2020 çулхи мартӑн 11-мӗшӗнчен  пуçласа мартăн 31-мӗшӗччен Тутарстан районӗсенчи чи легендарлă организацисем, предприятисем суйланчӗç. Ӑна халӑха суйласа илме сӗннӗччӗ, урăхла каласан интернетра хӑвна кӑмӑла кайнӑ организацишӗн тата предприятишӗн сасӑламаллаччӗ.

«Тутарстанӑн 100 легендарлӑ бренчӗ» ҫӗнтерӳҫисем хушшинче Ҫӗпрел районӗнчи «ТАТМЕДИА» акционерла обществăн филиалӗ «Туган як» – «Тăван ен» хаçат редакцийӗ те пур.

Район кӑларӑмне мала хурса  тата уншӑн сасӑлакансене пурне те тав тӑватпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев