«Цильна» общество «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» паллăпа усă курӗ
Марат Гафаров «Цильна» обществине «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» паллăпа усă курассишӗн сертификат пачӗ. Сертификата обществӑн директорӗ Барис Гафуров илчӗ.
– Барис Гафуров ертсе пыракан «Цильна» общество Ҫӗпрел районӗнче кӑна мар, республикӑра, ҫӗршывра та малта пыракан хуçалăхсенчен пӗри. Вăл пӗрчӗллӗ культурăсем туса илес енӗпе ӗçлет, чӗкӗнтӗр ӳстерет, çавăн пекех выльăх-чӗрлӗх отраслӗ енӗпе те аталаннă общество. Районăн социаллӑ экономика аталанӑвӗнче те цильнасен пайӗ пысăк, – тесе палăртса иртрӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров.
«ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул» паллӑпа усӑ курассишӗн сертификат Тутарстан Республикинчи чи лайӑх тавар туса илекенсен пахалӑх кӑтартӑвӗ пулса шутланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев