«Цильна» хуçалăхӗн уй-хирӗнчен кунсерен 3000 тонна чӗкӗнтӗре сахăр завочӗсене ăсатаççӗ
Талăксерен 3000 тонна!
Уй-хир отраслӗн продукчӗсене туса илес енӗпе «Цильна» хуҫалӑхпа танлашакан çук. Кунта-çулсерен пӗрчӗллӗ, пӑрҫа йышши, техникăлла тата апат-ҫимӗҫ культурисенчен пуян тухӑҫ илеҫҫӗ. Сортсене сăнаса пăхассине те хăйсен уй-хирӗсенче ирттереççӗ. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗн «Крокодил» сортли, сăмахран, кунти тӑпрана юрăхлă. Юлашки темиҫе ҫул хушшинче кашни гектартан вӑтамран 500 центнер чухлӗ чӗр тавар пухса илеççӗ, иккен.
Пысӑк тухӑҫ илессишӗн сортсене тӗрӗс суйласа илесси пӗрремӗш услови пулсан, ака ҫаврӑнӑшне, акса ӳстермелли технологисене тӗплӗн пурнăçлани те пӗлтерӗшлӗ фактор пулса шутланать. Цильнасенче çак ӗҫсене тахҫанах йӗркелесе янă.
– Иртнӗ çул çак культурӑна 500 гектар ҫинче ӳстернӗччӗ. Объективлӑ сӑлтавсене пула ӑна кӑҫал 350 гектар кăна акрӑмӑр. Ун вырăнне силос валли кукуруза лаптӑкне ӳстертӗмӗр. Чӗкӗнтӗрӗн кашни гектарӗнчен 500 центнертан ытла чӗр тавар тухать. Кукуруза та лайӑх ӳсрӗ. Гектарӗнчен 350 центнер ешӗл масса илӗнет, – тет уй-хир отраслӗ енӗпе ӗҫлекен тӗп специалист Раис Раимов.
Паянхи кунсенче «Цильна» хуҫалӑхӑн сахӑр чӗкӗнтӗрӗн ани ҫар полигонне аса илтерет. Виҫӗ комбайн çӗр айӗнчен чавса кăларса, кагатсене хунă тутлă тымарçимӗçе 60тан ытла пысăк çăк автомашини прицепсемпе «Цильна»ри сахӑр заводне турттарать.
Хуçалăхран кунсерен 3000 тонна темелӗх продукци ăсатаççӗ. Уяр кунсенче кăларса илнӗ чӗкӗнтӗрсем те таса. Ҫавăнпа завод та тасамарлăха 6,4 процент кăна хурать. Чӗкӗнтӗрӗн сахӑрлӑхӗ вара, 17 процента яхӑн.
– Хуҫалӑхра нумай ҫул ӗҫленӗ хушăра пӗр кунра çакăн чухлӗ чӗкӗнтӗр ăсатнине астумастăп. Ӗçе комплекслӑ йӗркеленин кӑтартӑвӗ çакă, – тесе, малалла тăсрӗ сăмахне тӗп специалист. Ун хыççăн вӑл хирте тӑрӑшса вăй хуракансен ячӗсене те каласа иртрӗ. Çавсенчен пӗрремӗшӗ – Рафик Шайдуллов. Пӗрчӗллӗ культурăсене вырса-пухнă çӗрте те вăл районти комбайнерсем хушшинчи ăмăртăва ертсе пычӗ. Паян вара хăй çӳрекен «РОПА» комбайнӗпе тухăçлă ӗç кăтартать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев