Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Цильна» хуçалăхӗн ӗç опытне республика вӗренет

Выльăх-чӗрлӗх пăхакансем 2021 ҫула пӗтӗмлетӳ турӗç, кăçалхи çул валли плансем палӑртрӗç

Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн ӗçӗ-хӗлне пӗтӗмлетес енӗпе çак хуҫалӑха ӑнсӑртран суйламан. Барис Гафуров ертсе пынипе «Цильна» хуҫалӑх районта кӑна мар, республикӑра та малта пыракан пулса шутланать. Ӗҫ-хӗле системӑласа, планпа туса пынине пула хуҫалӑх кашни ҫулах палăртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлать. Паянхи кун мăйракаллă шултра выльăхсен пӗтӗмӗшле йышӗ кунта 2900 пуҫ, вӗсенчен 1600-шӗ сӑвакан ӗнесем. Районта туса илнӗ сӗтӗн 38% «Цильна» хуҫалӑха (8844 тонна) тӳрӗ килет. Кунта пӗр ӗнерен вăтамран  9827 килограмм сӗт суса илеççӗ.

Канашлӑва ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳçисене тата зооветеринари специалисчӗсене йыхравланăччӗ. Ҫавӑн пекех «Биопрепаратсем» обществӑн директорӗ Р.П.Ибатуллина, Высогорск районӗнчен «Академпродукт» обществăн тата Апас районӗн специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа семинарта хутшӑнакансем обществăн ӗҫе мӗнле йӗркеленипе паллашрӗç. Хăйсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен  хуҫалӑх ертӳҫи Барис Гафуров тӗплӗн каласа пачӗ, çаплах, ферма зданийӗсенче кашни специалист хăйӗн опычӗпе ӗçне кăтартрӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсем мăйракаллă шултра выльăхсене усрамалли технологипе, ӗнесене пăрулаттармалли уйрăмăн ӗçне мӗнле йӗркеленипе, çаплах, çамрăк пӑрусен ӳсӗм ушкăнӗ енӗпе выльăх пăхакансен ӗҫӗпе, тынасем ӳстерес, тин ҫуралнă пăрусене пӗрремӗш кунсенче сӗт ӗçтерес технологипе, выльӑх апачӗ хатӗрлес тата ытти ӗçсенчи опычӗсемпе паллаштарчӗç.

Районсенчен килнӗ специалистсем ветеринари препарачӗсемпе тата апат-ҫимӗҫ хушăмӗсемпе усӑ курнин тухӑҫлӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, выльăхсен тӗрлӗ чир-чирӗсене профилактика тума кирли çинчен канашларӗç.

Каярахпа мероприяти Кӗçӗн Чăнлă ялӗн Культура çуртӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн наальникӗ Талгат Халитов тата ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн специалисчӗ Эмиль Абязов ертӳҫӗсемпе специалистсене кӑҫалхи тата 2022 ҫул валли пулнă  планлă кӑтартусемпе паллаштарчӗç. Ҫав хушӑрах цифровизаци ыйтӑвӗсем ҫине уйрӑмах тимлӗн парăнчӗ.

– 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Ҫӗпрел районӗнчи мăйракаллă шултра выльăхсен йышӗ 13407 пуҫ шутланать, районти пӗтӗмӗшле сăвăм 23400 тоннăпа танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне 1777 тонна аш туса илнӗ, пӗлтӗр тин ҫуралнӑ пӑрусен йышӗ ӳсрӗ, – тесе палӑртса иртрӗ Эмиль Абязов. Малалла вӑл кашни хуҫалӑхăн, хресчен-фермер хуçалăхӗсен ӗçӗ-хӗлне тӗплӗн анализ туса пачӗ.

2022 ҫул валли задачӑсем пирки каланӑ май, ума палăртнă мӗнпур плансем те пурнӑҫламалăх пулнине пӗлтерчӗ. Уйрăммăн илсен, мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышне 13660 пуҫ таран ҫитермелле, 1 ӗнерен 1 пăру илмелле, пӗр ӗнерен вӑтамран 5200 килограмм сӗт сумалла, ҫителӗклӗ шайра апат хатӗрлемелле, терӗ.

Семинар вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх отраслӗнчи цифровизаци ыйтăвӗсем ҫинчен нумай калаçрӗç. 2022 ҫула вара Тутарстанра цифровизаци çулталăкӗ пулать тесе пӗлтерчӗç. «Ял хуҫалӑх сферине те ҫӗнетеҫҫӗ. Халӗ цифровизаци паха вырӑн йышӑнса тăрать,  вӑл ӗҫе те самаях ҫӑмӑллатать. Çак система çине куҫнӑ хуçалăхсен кӑтартăвӗсенче те лайӑх улшӑнусем пулӗç. Ку вӑл малашлӑх ыйтӑвӗ», – тесе палӑртса иртрӗ управлени начальникӗ Талгат Халитов хӑйӗн докладӗнче.

Семинар вӑхӑтӗнче районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи  Айрат Иматдинов тухса калаçнине итлерӗç.

Семинара пӗтӗмлетнӗ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси талӑк тăршшӗпех ӗçлемелли ӗҫ, терӗ.

– Выльăхсем те ҫынсем пекех. Ҫавӑн пекех чирлеççӗ те, ҫиессисем те килеҫҫӗ. Вӗсене вӑхӑтра пӑхмалла, çитермелле, сумалла. Мӗнле-тӗр пӗр вӑхӑтлӑха алăран вӗҫертсен вара – çирӗп проблемăсем килсе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пурне те систематизацилемелле, шут-хисеп тумалла.  Ҫакăншăн хуҫалӑхсене кӑна танлаштарма пăхни те çителӗклӗ: ăçта-тăр продукци ытларах, хăшӗсенче вара икӗ хут сахалрах туса илӗнет. Тепӗр тесен, выльăх-чӗрлӗхӗсем те çавсемех, ҫынсем те çавăн пекех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах та ӗҫе планламан. Шухӑшламалли пайтах кунта. Хамăртах, малта пыркан «Цильна» хуçалăхӗ пур. Вӗсен опытне тӗслӗхе илсе, вӗсен ӗҫӗ-хӗлне вӗренмелле.  Районти пур хуҫалӑхсен те усӑ курман потенциалӗ ҫителӗклӗ, пирӗн те кӑҫал валли ял хуҫалӑх сферинче пысӑк плансем пур. Ял хуҫалӑхне выльӑх-чӗрлӗх отраслӗсӗр пуçне куç умне кӳрсе тăратма май ҫук. Ҫакна пирӗн яланах асра тытмалла тата лайӑх кӑтартусем тумалла, – тесе палӑртрӗ вăл.

Семинар вӗҫӗнче «Цильна» хуҫалӑхӑн зоотехникне Марат Раимова  Тав ҫырӑвӗ пачӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев