Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Троица – çулçă уявӗ

Сергий Радонежский храмăн территорийӗнче «Троица кӗввисем» православи юррисен фестивалӗ иртрӗ

Фестивале кăçал пиллӗкмӗш хут ирттерчӗç. Иртнӗ çул вара пандемие пула вăл иртмерӗ.

Троица уявӗ авалтан килекен йăла-йӗркесене паянхи кунччен сыхланнине кăтартса паракан уяв вăл. Аслӑ типӗ хыҫҫӑн ҫичӗ эрнерен, аллӑмӗш кунран пуçланса каять. Турра ӗненекенсем чечек-курăк çыххисене Троицăра чиркӳре сăваплаççӗ. Ҫак уява тӑван енӗмӗре ҫӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен çынсем хăйсен никӗсӗсене килеççӗ. Вӗсем ҫут тӗнчерен яланлӑхах  кайнӑ тӑванӗсене аса илеҫҫӗ, масар ҫине ҫӳреҫҫӗ.

Ирхине Сергий Радонежский храмӗнче ирхи кӗлӗ иртрӗ. Кӗлӗ вӗçленнӗ хыççăн Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров фестивале уçса:

– Троица уявӗ –  ырă, хӗрхенӳ тата тӗрӗслӗх символӗ пулса тăрать. Малашне те уяв сыпӑкран сыпӑка куҫса пытӑр, ҫамрӑксем йӑла-йӗркене хисеплесе ӳсчӗр. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ҫемье телейӗ, чун канӑҫлӑхӗ сунатӑп, – тесе палӑртса иртрӗ вӑл.

Çаплах, Сергий Радонежский храмӗн настоятелӗ иерей Павел Пурлов тата районăн мухтасибӗ Рустам хазрат Ракипов та килнӗ хăнасене уявпа саламларӗç.

Унтан Тутарстан Республики, Чӑваш Ен тата Ульяновск хулинчен килнӗ художество пултарулӑх коллективӗсем хăйсен ăсталăхӗсене тата таланчӗсене тӗн, халӑх юррисене пурнăçланă май кӑтартса пачӗҫ.

Храмăн территорийӗнче куравсем, мастер-классем те йӗркеленӗччӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, фестиваль пуринче те тӗлӗнмелле кăмăл-туйăм хăварчӗ.

Зоя Кузнецова:

– Ҫак уява эпӗ ачаранпах хурӑнпа ешӗл курӑкӑн шӑршипе астӑватӑп. Аннесем чӳрече янаххи ҫумне хурӑн тураттисем хӗстерсе, сӗтел айне урайне çӗнӗ çулнă курăк сарса хуратчӗç. Вăрансан, халӗ те сăмсана çак шăршă  килсе кăтăклать пек.

Геннадий Карсаков:

– Çак уяв тӗлне малтанах хатӗрленеçҫӗ. Эрнекун  кил-ҫурта тирпейлеҫҫӗ, урайне ҫӑваҫҫӗ. Шӑматкун – ваттисене асăнмалли кун. Ҫак кун масар ҫине кайса вилнисене асӑнаҫҫӗ. Тӗн уявӗ – Троица умӗн те, уяв кунӗнче те килте кукӑль,  ытти тутлă апат-çимӗç пӗҫереҫҫӗ, тӑвансем пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳреҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев