ТР Президенчӗ Ҫӗпрел районне çӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене пачӗ
Савăнăçлă лару-тăрура республика районӗсене 70 Çӗнӗ шкул автобусӗсене панӑ.
Çӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене парас енӗпе мероприяти Хусанта иртрӗ. Мероприятире ТР муниципаллă пӗрлӗхсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.
Муниципалитетсене çӗнӗ транспорт уҫҫисене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пачӗ. Мероприятире республикӑри районсене 70 ҫӗнӗ автобус янӑ.
Проект РФ Президенчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. Паянхи кун Тутарстанра 800 ытла шкул автобусӗ шутланать.
Икӗ ҫӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене Тутарстан Президенчӗ Ҫӗпрел районне те пачӗ. Ҫапла вара, кӑҫал районти вӗренӳ учрежденийӗсен автопаркӗ 8 ҫӗнӗ транспортпа туллиленчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев