Тӗп врачпа – тӗп ыйтусем пирки
«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ районта активлă майпа пурнӑҫланать
2025 ҫул медицина ӗҫченӗсемшӗн мӗнле пулнӑ, районти сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне мӗн кӗтет? Кун пирки районти тӗп больницӑн тӗп врачӗпе Иосиф Кукушкинпа калаҫрӑмӑр.
– Иосиф Виссарионович, паян кадрсем пур ҫӗрте те ҫитменни – ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Районти халӑха сывлӑх сыхлавӗн кадрӗсемпе тивӗҫтересси мӗнле шайра?
– Паянхи кун районти тӗп больницăра 36 врач вӑй хурать. Вӑтам медицина персоналӗ – 194 ҫын, кӗҫӗн медицина персоналӗ – 18 ҫын. Кадрсемпе тивӗҫтерес ӗҫ кашни ҫулах илсе пырăнать. Иртнӗ çул «Земский доктор / Земский фельдшер» социаллӑ пулӑшу мерисен программине пурнӑҫланӑ май участокри врач-терапевта, виҫӗ фельдшера явӑҫтарнӑ.
– Больницӑра халӑха диспансеризацилес ӗҫе мӗнле йӗркеленӗ?
– Диспансер тӗрӗслевӗ ирттерни – пӗлтерӗшлӗ мероприятисенчен пӗри. Диспансеризаци кӑтартӑвӗсемпе сывлӑхӑн виҫӗ ушкӑнне палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑ врачсене тупса палӑртнӑ чирсене малалла сӑнама тата профилактика ирттерме планлама пулӑшать.
Диспансеризаципе профилактика тӗрӗслевӗсен шайӗнче иртнӗ çул тӗрлӗ шайри чирлӗ 283 ҫынна тупса палӑртнӑ. Тӗрӗсрех каласан: юн ҫаврӑнӑш системин чирӗсем – 69, усал шыҫӑ – 12, сахӑр диабечӗ – 12, апат ирӗлтерекен органсен чирӗсем – 44, ытти чирсем – 146 тӗслӗх палăрчӗ.
Иртнӗ çул районти тӗп больницăра мӗнпурӗ 4353 ҫын диспансер тӗрӗслевӗ иртнӗ. Профилактика медицина тӗрӗслевӗсен кӑтартӑвӗсемпе 418 ҫынна сывлӑх енчен пӗрремӗш ушкӑна палӑртнӑ, 2780 ҫынна – иккӗмӗшне, 5075 ҫынна – виҫҫӗмӗшне.
– Флюорографи тӗрӗслевӗ, унăн чирсене тупса палӑртассинчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен те каласа иртсемӗрччӗ...
– Шел пулин те, нумайӑшӗ флюорографи тӗрӗслевӗ иртнине кирлӗ тесе шутламасть. Анчах та ҫак тӗрӗслеве иртме килӗшмесен, пациент сывлăхне хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Флюорографи иртни, хӑй енчен, ҫыннӑн вӑрттӑн чирӗсене тупса палӑртма пулӑшать. Иртнӗ çул районта 13129 ҫын флюорографи тӗрӗслевӗ иртнӗ. Ҫавна пула туберкулезӑн 4 тӗслӗхне, усал шыҫăн 4 тӗслӗхне, сывлав органӗсен спецификӑлла мар чирӗсен 35 тӗслӗхне, ытти патологисен 14 тӗслӗхне тупса палӑртнӑ. Районăмăрăн çыннисене вăхăтра флюорографи тӗрӗслевӗ иртччӗр тесе каласшăн.
– Пӗлетпӗр ӗнтӗ, халӗ районти тӗп больницăра маммографи, колоноскопи пек процедурăсем иртме пулать.
– Ҫапла, больницӑра ҫак процедурӑсене ирттерме пур майсем те пур. 2025 ҫулта 1604 хӗрарӑма маммографи тӗрӗслевӗ ирттернӗ, сӗт парӗн ракӗн сакӑр тӗслӗхне тупса палӑртнӑ.
Ҫулталӑк тӑршшӗнче, çаплах, диспансеризаци шайӗнче 346 тӗслӗхре каяшри вӑрттӑн юна тӗрӗслени чире тупса палăртма май пачӗ, ҫав шутра 143 пациента фиброколоноскопи ирттернӗ, ҫавна пула ултӑ рак чирне ҫирӗплетнӗ.
– Усал шыçă чирӗ пирӗн пурнӑҫа кунран-кун ытларах кӗрсе пырать, пирӗн районта ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ?
– Усал шыçă чирӗ чи хӑрушши – пуҫламӑш тапхӑрта унӑн нимӗнле симптомсем те ҫукпа пӗрех. Ҫавӑнпа тӑтӑшах тӗрӗслев витӗр тухмалла. Паянхи куна районти тӗп больницӑра усал шыçă чирӗпе чирлекен 493 ҫын учетра тӑрать. Пӗлтӗр 76 ҫынна шута илнӗ.
– Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе мобильлӗ поликлиника пулӑшма килет, ҫапла-и?
– Мобильлӗ поликлиникӑсен составӗнче врачсем ялсене кайса çӳресси «Единая Россия» партин «Мобильлӗ поликлиника» текен ҫӗнӗ проекчӗн шайӗнче пурнăçланать. Иртнӗ çул çак пулӑшӑва Хусанти 7-мӗш номерлӗ хула больници йӗркелерӗ. Унпа 672 ҫын усӑ курнӑ, вӗсенчен 493-шӗ ӗҫе юрӑхлӑ çулсенчисем. Йышӑнусене кардиолог, невролог, офтальмолог, юн тымарӗсен хирургӗ, гинеколог, травматолог, уролог, эндокринолог, ревматолог, УЗИ диагностикин специалисчӗсем ирттернӗ. Тӗрӗслев кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 124 пациента хушма тӗрӗслевсем сӗннӗ. Ҫавӑн пекех, куҫса ҫӳрекен флюорографи комплексӗнче 690 ҫын флюорографи тата 56 хӗрарӑм – маммографи иртнӗ.
– Юлашки ҫулсенче районти тӗп больница ҫӗнӗ медицина оборудованийӗпе пуянланни савӑнтарать, тӗп юсав ӗҫӗсем те илсе пыраççӗ...
– Наци проектне пурнӑҫланӑ май, иртнӗ çул больницӑна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн автомобилӗ, сывлав аппарачӗ, ингаляци анестезийӗн нумай функциллӗ аппарачӗ килчӗ. Аслӑ Аксу, Кивӗ Кахăрлă, Аслă Чăнлă, Хăймалу ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене ҫӗнетнӗ. Кӑҫалхи ҫул ку енӗпе ӗҫлессине малалла тӑсӗҫ, чи савӑнтараканни – поликлиникӑна капиталлă юсав ирттерӗç. Ҫакӑ, хӑй енчен, район халӑхӗн сывлӑхне упрама тата та лайăхрах условисем туса парӗ.
– Тавтапуҫ калаҫушӑн!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев